АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурс çĕнтерỹçи _ пирĕн Алина

30 мая 2015 г.

Пирĕн район ĕçченĕсем пур енĕпе те пултаруллă та маттур. Çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнỹсем кăмăла тата ытларах çĕклеççĕ. Акă, иртнĕ эрнере райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн çамрăксемпе ĕçлекен центрĕн методисчĕ Алина Антонова çамрăк авторсен Раççей шайĕнче йĕркеленĕ "Манăн çĕршыв _ манăн Раççей" конкурсĕнче республика çĕнтерỹçи пулнă, 1-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Вăл унта "Чун пуянлăхĕпе телейлĕ ачалăхшăн" проект тăратнă. Ăна пулăшаканĕ Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн 3-мĕш округ благочиннăйĕ, Первомайски чиркĕвĕн настоятелĕ Сергий Пегасов. А. Антоновапа Сергий аттен проекчĕ сывлăх енчен хавшак ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕн прависене хỹтĕлессине, ытти ачасене культура, право, экономика тĕлĕшпе пулăшу парассине кăтартса парать. Çавăн пекех ачасем валли культура тата спорт мероприятийĕсем йĕркелесси, тĕн енчен аталантарасси те çак проектри тĕп тема.

Алина ытти чухне те ахаль ларма юратмасть. Вăл пуçарса янипе тата районти Çамрăксен правительствин, депутатсен Пухăвĕ çумĕнче йĕркеленнĕ Çамрăксен парламенчĕн членĕсем, волонтерсем, ял тăрăхĕсенчи Çамрăксен Канашĕн яш-кĕрĕмĕ тăрăшнипе "Хĕл Мучипе Юрпике хутаççи", "Мăнкун çимĕçĕ", "Çăлтăрпа пĕрле _ зарядкăна!" тата тĕрлĕрен проект йĕркеленет. Алина Владимировна пĕлтернĕ тăрăх, планра _ вĕрентỹ форумĕсем йĕркелесси.

Н. НИКИТИНА.

Конкурс çинчен кĕскен: "Манăн çĕршыв _ манăн Раççей" _ çамрăк авторсен тата вĕрентỹ сферин Раççей территорийĕсен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕллевĕсене кăтартса паракан проектсен конкурсĕ. Ăна 2003 çултанпа ирттереççĕ. Конкурса пуçарса яраканĕ _ Раççейри "Çамрăксен социаллă-экономикăлла пуçарăвĕ" общество пĕрлешĕвĕн союзĕ, йĕркелекенĕ _ Раççей Федерацийĕн вĕрентỹпе наука министерстви.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика