АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп врачран – тĕп врача

22 февраля 2013 г.

СĂКĂТ чăвашĕ Николай Антонович Тинюков район больницине 1986 çулта Хусанти медицина институтĕнче вĕренсе пĕтернĕ хыççăн килнĕччĕ. Шăл тухтăрĕ кунта кĕске вăхăтрах тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланипе, общество пурнăçне хастар хутшăннипе палăрчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна каярахпа çĕр-çĕр çынтан тăракан “çар” умне тăратрĕç. Вун пĕр çул çурă туртрĕ йывăр лава ертÿçĕ. Çак хушăра сыватмăшăн пурлăхпа техника никĕсĕ тĕпрен çĕнелсе çирĕпленчĕ. Иртнĕ çул итогĕсем тăрăх коллектив Раççейри сывлăх сыхлавăн чи лайăх учрежденийĕсен шутне те кĕчĕ.

Республикăри Сывлăх сыхлавĕпе социаллă политика министрĕн приказĕпе килĕшÿллĕн ĕнер пирĕн ентеш Вăрнар районĕн больницин тĕп врачĕн пуканне йышăннă. Тинтерех кăна аллă çулхи юбилейне паллă тунă ентешĕмĕре çĕнĕ ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика