АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăхлă пулар

22 февраля 2013 г.

Хальхи вăхăтра районта сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси тĕп тĕллев пулса тăрать. Республика элтеперĕ Патшалăх Канашне янă çырура та паянхи кун сывă пурнăç çеç ырă малашлăх пулнине çирĕплетсе парать. “ Хальхи вăхăтра республикăра спортпа туслашма пĕтĕм май пур. Яллă районсенче ишмелли бассейнсемпе тата универсаллă залсемпе тивĕçтернĕ хальхи вăхăтри физкультурăпа спорт комплексĕсем тумалли программăна пурнăçланă”,– тенĕ Çырура. Малалла унта физкультурăпа спорт комплексĕсем республикăри вăтам кăтартуран сахалрах шайри хăватлăхпа ĕçлекен муниципалитетсенчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен спорт учрежденийĕсемпе халăх сывлăхне çирĕплетес тĕлĕшпе тухăçлăрах усă курмалли çинчен каланă. Çакă та тĕрĕсех тесе шутлатăп. Ку тĕлĕшпе эпир спорт комплексĕ тулли хăватпа ĕçлетĕр тесе мĕн пур майсемпе усă куратпăр. Хальхи вăхăтра та ФСКна куллен 200 – 250 çын хăйсен сывлăхне çирĕплетме çÿрет. Уйрăм коллективсенчен уйрăмах “Батыревский” хуçалăх, “Булат” общество, Перекет банкĕ, пĕрлех шкулсем, уйрăм çынсемпе пенсионерсем те пысăк хастарлăх, пуçарулăх кăтартаççĕ.

Алексей КРАСНОВ,

Патăрьелĕнчи “Паттăр” физкультурăпа спорт шкулĕн директорĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика