22 февраля 2013 г.
Нарăсăн 20-мĕшĕнче районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Унăн теми: Республика Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă “Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар” уçă Çырăвĕ.
Куна республикăри гуманитари наукисен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, РФ социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕн управляющи çумĕ Тамара Алексеева хутшăннă. Вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Глуховпа, информаци ушкăнĕн членĕсемпе, администрацин структура подразделенийĕн ертÿçисемпе, организаци, учреждени ертÿçисемпе тĕл пулса уçă Çырури лартнă тĕллевсене сÿтсе явнă хыççăн вырăнсене тухса çÿренĕ, республика Пуçлăхĕ 2013 çул валли лартнă стратегиллĕ задачăсене çивĕчлетнĕ. Уйрăммăн илсен Н. Глухов, Ю. Исаев, Т. Алексеева Турханти психоневрологи интерначĕн, Упамсари шкул-ача сачĕн ĕç коллективĕсемпе курнăçнă, пăшăрхантаракан ыйтусене хуравланă.
(Хамăр корр).