22 февраля 2013 г.
Çанталăк çур енне кайнине куллен çÿлелле кармашакан хĕвел систерсех тăрать. Хăш-пĕр кунсенче кăнтăрла аванах ăшă, тумла та тумлать. Акана тухмалли вăхăт майĕпен çывхарса та çывхарса пырать. Паян-ыранах хире каймалла мар-ха та... Апла пулин те хатĕрленме вăхăт. Хÿре вĕçне шыв килсен çеç пурне те туса ĕлкĕрейместĕн. Ыхра Çырминчи “Жизнь” агрофирмăра çакна шута илсе алласа пĕтереймен тыр-пул вăрлăхне сортировка машини урлă кăларма пуçланă.
Хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1000 гектар акма палăртаççĕ. Çавăн пекех кăçал пĕрремĕш хут рапс та çитĕнтерсе пăхасшăн. Ăна 300 гектар планланă. Кĕрхисем 320 гектар йышăнаççĕ. Малтанхи тĕрĕслевсем вĕсем аванах хĕл каçнине кăтартаççĕ.
– Çур аки ирттерме тĕш тырă вăрлăхĕ 400 тонна кирлĕ, виççĕ тăваттăмĕш пайне тасатса тирпейленĕ. Тулăпа сĕлĕ кăна тăрса юлнă. Малтан СМ – 4 агрегат урлă, кайран “Петкус” витĕр кăларатпăр. Кунта пурĕ вуннăн ĕçлеççĕ. М. Ямалетдиновпа Р. Алеев машининăсене вăхăтра пăхса юсаса тăраççĕ. Вăрлăхсене пĕлтĕр те, маларахри çул та çĕнетнĕччĕ. Вĕсем пирĕн элита е пĕрремĕш репродукциллĕ, – тет хуçалăхăн тĕп агрономĕ Р. Салихов.
Техникăна та çур аки валли хатĕрлеме пуçăннă. Кăкарса çÿремелли агрегатсене кĕркуннех хатĕррисен ретне лартнă.
О. ПАВЛОВА.