22 февраля 2013 г.
Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта вырăс чĕлхи эрни иртрĕ. Унта кашни ача хутшăнма тăрăшрĕ. Эрне пуçламăшĕнче хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслес тĕллевпе вĕренекенсем вестибюльти ятарласа çакнă ыйтусен хуравĕсене тупрĕç. Интересли кашнийĕшĕншĕнех пулчĕ. Литература композицийĕсене, мероприятисем валли презентацисем хатĕрленĕ чухне чылайăшĕ хăйсен пултарулăхне кăтартрĕ.
Çак ятпа кăларнă стена хаçачĕсем пуян содержаниллĕ пулчĕç. Викторина ыйтăвĕсен, писатель-юбилярсене халалланă стендсем патĕнчен ачасем татăлмарĕç. Уроксем вара эрне тăршшĕпех “Аслă, хăватлă вырăс чĕлхи” чĕнÿпе иртрĕç.
5-6 классенче вĕренекенсем литературăри юмахсем тăрăх ÿкерчĕксем турĕç. Ку енĕпе уйрăмах Г. Айзатуллова, Д. Алимова палăрчĕç. Чи ăста вĕренекен конкурс та кăмăллă иртрĕ. Викторинăра вара çиччĕмĕшсем чĕлхене лайăх пĕлнине, нумай вулама юратнине кăтартса пачĕç. Саккăрмĕшсем КВНра тăххăрмĕшсемпе ăмăртрĕç. Вунпĕрмĕш класра вĕренекенсем патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕнче тĕл пулма пултаракан ыйтусене хуравларĕç. Кунта Г. Ахметшина тарăн пĕлÿллĕ пулнипе палăрчĕ. Вуннăмĕшсем “Мĕн; Ăçта; Хăçан;” вăйăра вунпĕрмĕшсен ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.
Умма лартнă тĕллевсем пурнăçланчĕç темелле. Апла пулсан, малашне те çанă тавăрсах пĕлÿ çулĕпе утмалла.
Р. МУСИНА,
вĕрентекен.