22 февраля 2013 г.
Онкологи чирĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ. Вĕсем çинчен пичетре çыраççĕ, радио-телевидени кăларăмĕсенче час-часах калаççĕ пулин те чирлекенсен йышĕ чаксах каймасть. Ку тĕлĕшпе лару-тăру пирĕн районта мĕнлерех-ши; Ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе районти тĕп больницăри В. Фролов онколог врачпа сăмах пуçартăмăр. Аяларах çав калаçăва пичетлетпĕр.
– Владимир Александрович, малтанах хăш-пĕр цифрăсем çинче чарăнса тăрар мар-и;
– Тархасшăн. Чирлекенсен шучĕ Раççей Федерацийĕнчи, Чăваш Республикинчи евĕрех пирĕн районта та ÿсет. Акă, 1998-1999 çулсенче онколог патĕнче 314 çын учетра тăнă пулсан, 2012 çул вĕçне çак кăтарту 591-е çитнĕ. Кĕске хушăра икĕ хута яхăн ÿсрĕ-çке!
Вилекенсем те сахалăн мар. Чĕре чирĕпе чирлекенсем, инкек-синкеке лекекенсем хыççăн онкологи чирĕнчен хăтăлайманнисем пурнăçран иртерех уйрăлаççĕ. 2009 çулта районта ку енĕпе 83 çын, 2011 çулта – 62, 2012 çулта 56 çын вилнĕ.
– Сиплев курсĕ пирки чарăнса тăраймăр-ши;
– Вăхăчĕ кĕске мар. Анчах çине тăрсан, чире парăнтарма пулатех. Акă сĕт парĕсен ракне 15-20 çул каялла операцисĕр ирттереймен. Паян вара урăхла меслетсем те пур. Чир хăш стадине çитнине кура 2-3 е 6 курс таран хими терапийĕ тума пулать. Кашнийĕшĕ 2 е 3-4 куна тăсăлать. Пĕринпе теприн хушши 21 кун кирлĕ. Сиплев курсĕ вара 6-8 уйăха пырать. Ун хыççăн эмелсемпе сипленмелле. Çакă 5 çула тăсăлма пултарать. Укçа-тенкĕ те сахал мар кирлĕ. Çавăнпа та чире маларах асăрхани лайăхрах.
– Юлашкинчен каланине тата та уçăмлатар-ха.
– Наци проекчĕпе ки-лĕшÿллĕн больницăра рака пуçламăшĕнчех палăртмалли тĕрлĕ диагностика оборудованийĕ пур: цифрлă флюорограф, çĕнĕ рентген аппарачĕ, компьютерлă томографи, тĕрлĕ органа пăхакан УЗИ аппарачĕсем. Вĕсемпе 5 специалист ĕçлет. Сĕт парĕсене пăхакан маммограф пур. Пыртан пуçласа апата тула кăлариччен пăхмалли хатĕрсене те çĕнетнĕ.
– Эппин, мĕн пĕлмелле-ха кашнийĕн;
– Участокри врач патне çулленех çÿремелле е диспансеризаци тухмалла. Тухтăрсем сире шăк тата юн анализне пама сĕнеççех. Вĕсенчи улшăнусем чире палăртма пулăшаççĕ. Лейкоз та палăратех.
Çулталăка пĕр хутчен стоматолог патĕнче те пулмалла. Юлашки вăхăтра тута, чĕлхе, çăвар ăшчиккин ракĕсем те тĕл пулаççĕ. Туберкулезран е ÿпке ракĕнчен флюорографине кĕни вырăнлă. Ăна çулталăкра пĕрре тумаллах.
40 çултан иртнĕ хĕрарăмсен икĕ çулта пĕрре маммограф патĕнче, унран кĕçĕнреххисен УЗИнче пулмалла.
Тула тухайман чухне е каяш шĕвелсен, ăш ыратсан, пыршăлăха тĕрĕслеттермелле. Вăй-хал чакса пынине туйсан, ÿт япăх хушсан, аппетит пĕтсен, гемоглобин сахаллансан, апата тиркеме пуçласан каллех вар-хырăма сăнамалла.
Ÿт тĕсĕ улшăнни, кушăркани те дерматолог патне каймаллине систерет.
55 çултан иртнĕ хĕрарăмсен юн кайнă тĕс-лĕхсем пулсан каллех гинеколог патне утмалла.
Кашни çын врач пулаймасть: хăйне хăй диагноз лартаймасть. Кун-çула вăрăмлатас тесен, больницăна çитмелле. Кунта сире кирлĕ сĕнÿ-канаш параççех. Сывлăха вăхăтран-вăхăта тĕрĕслеттерни хăш-пĕр чирсене иртерех палăртма пулăшать. Ун пек чухне сиплев курсĕ те кĕскерех. Хăвăр сывлăхшăн кашнийĕн хăвăрăн тăрăшмалла.
А. АСТРАХАНЦЕВА
калаçнă.