АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн ĕçетпĕр-çиетпĕр

22 февраля 2013 г.

Çак ыйтăва парас килет хаçат вулакансене манăн малтанах. Нихăшĕнпе те тĕплĕн интересленме шутламастпăр. Çакна Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн специалисчĕсем ирттернĕ хăш-пĕр тĕрĕслевсем те çирĕплетеççĕ. Акă, Сăкăтри “Юлия” лавккара (Т. Муллина предприниматель) апат-çимĕç холодильникĕнче температурăна виçмелли термометр çук. Çÿлĕксемлĕ уйрăм склад пÿлĕмĕ те туман. Таварăн ятне, виçине, сортне палăртса хакне çырманнисем те пур. Суту-илÿ инвентарьне çумалли йĕркене пăхăнмаççĕ. Пÿлĕме тасатмалли тата дезинфекци хатĕрĕсене упрамалли ятарлă кĕтес те туман.

Патăрьелĕнчи “Пегас” пĕрлешÿре кухньăра усă куракан савăт-сапана çумалли хатĕрсем çи-телĕксĕр. Пельменнăй барĕнче чĕрĕ тата хатĕр продуктсене хумалли уйрăм сĕтелсем кирлех. Хатĕр тата çурма хатĕр апатсен пахалăхне палăртнă чухне вĕсене куллен хăçан усă курмаллине çырмаллах. Менюра обществăлла апатланури продукцин пахалăх паллисем (белоксен, çусен, углеводсен хисепĕ) кирлĕ. Витринăри “Ява золотая” табакăн та сутмалли хакĕ тĕрĕс пулман.

Патăрьелĕнчи “Лама” кафере таса савăт-сапа хумалли çÿлĕксем, шкафсем çук. Стакансем чÿрече çинче ещĕкре упранаççĕ. Пÿлĕмсене юсама вăхăт: стенасемпе мачча нÿрĕпе кăвакарма пăхать. Çăкăра кирлĕ пек упрамаççĕ. Холодильникри пластик савăтри хатĕр апатсем хăçанччен усă курмалли паллă мар. Ăшă системине, чÿречесене, кĕленчесене вăхăтран-вăхăта тасатса тăрасси çитмест. Ятарлă ĕç тумтирĕ пурин те çук.

Н. Алякина предпринимателĕн “София” парикмахерскинче шыв кĕрсе тухассине централизацилемен. Пÿлĕм стенисене те çăвакан тата дезинфекцилекен хатĕрсемпе тасатса илме майлă мар. Потребительсене кирлĕ пулакан информацие ал айне вырнаçтарман.

Çÿлерех асăннă суту-илÿ, апатлану, тивĕçтерÿ паракан предприятисен çитменлĕхĕсем пирки тата та нумай çырса кайма пулать. Тĕрĕслевсем хыççăн вĕсене пĕтермелли çинчен асăрхаттарса предписанисем çырнă, 10 постановлени кăларса 37000 тенкĕлĕх штраф панă.

А. ПРОХОРОВ,

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика