22 февраля 2013 г.
Чĕлĕм туртни. Çак сиенлĕ йăла пурнăçа 8-15 çул таран кĕскетет. Чĕлĕм туртакансен, туртманнисемпе танлаштарсан, инфаркт пулас хăрушлăх 3 хут ытларах. Ÿпке ракне 90 процент таран чĕлĕм туртнипе çыхăнтараççĕ. Чĕлĕмпе айкашакансен час-часах панкреатит, гастрит, куçăн хăш-пĕр чирĕсем аталанаççĕ.
Эрех-сăрана ытлашши ĕçнипе чĕрепе пĕвер, юн тымарĕсен чирĕсем пуçланаççĕ, йывăр сусăрланасси те часах. Тухтăрсем эрех ĕçнипе çыхăннă 60 тĕрлĕ чире палăртаççĕ.
Сахал хускални. Кунне 6 сехет ларакансен, 3 сехет ларакансемпе танлаштарсан, çитес 15 çулта чирлесе каяс хăрушлăх 40 процент пысăкрах.
Стресс. Вăрах вăхăт пăшăрханса пурăнни гастрит, гипертони, стенокард чирĕсем, ыйхă килменни патне çитерет, организмри веществосен ылмашăвĕ пăсăлать. Пĕтĕм чирĕн 90 процентне стреспа çыхăнтараççĕ чикĕ леш енчи тĕпчевçĕсем.
Йăхран йăха куçакан чирсем. Тăван таврашĕнче чирлисем мĕн чухлĕ нумайрах, чирлес хăрушлăх çавăн чухлĕ пысăкрах. Тĕслĕхрен, ашшĕ-амăшĕнчен пĕрне аллерги аптратсан ачи те 20-40 процент таран аллергик пулма пултарать.
Яланах шăв-шав тăни. Шăв-шав нерв тытăмне сиен кÿрет. Электромагнит пайăркисем вара нерв тытăмне тата юн тăваслăха сиенлеççĕ. Çавăнпа та электролинисенчен тата карас çыхăнăвĕн вышкисенчен аяккарах пурăнсах лайăхрах.
Медицина пулăшăвĕ. Лайăх тухтăр патне мĕн чухлĕ хăвăртрах лекме пултаратăр, сывалса çитес шанăç çавăн чухлĕ пысăкрах.