22 февраля 2013 г.
Паян чи анлă сарăлнă инфекци шутне сĕлеке е сывлăш урлă вируссем лекнипе пуçланнă чирсем (ОРВИ) тата грипп кĕреççĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ пĕлтернĕ тăрăх, чирлекенсен йышĕ ÿссе пырать. Радио-телевидени кăларăмĕсенчен эпир вĕсене пула çынсем вилнине те пĕлетпĕр.
Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен районта 18 çула çитмен 35 ача, ун хыççăнхи 58 çын сывлăш урлă вируслă инфекци лекнипе чирленĕ.
Грипп вирусĕ питĕ усал. Кĕтмен çĕртен температура 39-40 градус таран хăпарать, пуç çурăлса каясла ыратать, пит хĕрелет, сăмса хупланса ларать. 2-3 кунтан сунас пуçланать.
Чир шала каймасан, пысăк темпуратура 5 кун тăрать. Уйрăмах гриппа чирлес хăрушлăх 65 çултан пуçласа аслăраххисен, 5 çула çитичченхи ачасен, йывăр çын хĕрарăмсен, япăх иммунитетлă çынсен умне çивĕч тухса тăрать. Пÿлĕмре пĕччен мар-тăк, вируса сарăлма парас мар тесе çăварпа сăмсана маскăпа хупласа çÿрĕр. Ÿсĕрнĕ тата сунасланă чухне çăварăрпа сăмсăра сăмса тутрипе хуплăр. Алăсене тăтăшах супăньпе çумалла е ятарлă гельпе сăтăрмалла.
Шĕвек ытти чухнехинчен ытларах ĕçмелле, палăртнă йĕркене çирĕп пăхăнмалла.
Сывлăш пÿлĕнсен, сывлама йывăрлансан, кăкăр тĕлĕнче ыратма тытăнсан, тута хĕрри кăвакарсан, лăймака юнлă пулсан, хăсăк килсен тата варвитти нушалантарсан, пуç çаврăнма тытăнсан, тÿрех тухтăра чĕнмелле. Чир паллисем вăйлăрах палăрма тытăнсан сире медицинăн васкавлă пулăшăвĕ кирлĕ пулать. Тен, стационарта выртма та тивĕ.
Организма наркăмăшлă япаласенчен тасатма чей, ăшă сĕт, морс, тĕрлĕ сĕткен ĕçмелле. Эмелсемпе тухтăрсемпе канашламасăр ан сипленĕр. Вирус инфекцийĕсемпе кĕрешме ăна аркатакансем çеç пултараççĕ.
Сиплениччен сыхланăр. Çулсерен вырăнти фельдшерпа акушер пункчĕсенче, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсенче грипран прививка тăваççĕ. Шел пулин те, сывлăш çулĕн ытти инфекци чирĕсенчен вакцина çук. Эппин, малтан иммунитета çирĕплетмелле. Организма пиçĕхтерни, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнни, çанталăка кура тăхăнни питĕ усăллă. Чир çавăрса ан илтĕр тесен, апат-çимĕçе пĕлсе çимелле. Вăл çупа белокран, витаминсенчен пуян пултăр. Хĕлле уйрăмах сухан, ыхра, чĕрĕ пахча-çимĕçпе купăста çимелле. Поливитаминсем ĕçни те грипран сыхланма пулăшать.
Н. КАРСАКОВА,
терапевт.