АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесен пулаççех çитĕнỹсем

03 июня 2015 г.

 Чăвашпотребсоюз кăçалхипе 15-мĕш хут республикăри информаци политикипе тата массăллă коммуникаци министерствипе тата республикăри журналистсен союзĕпе пĕрле Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе "Чăвашпотребсоюзĕн инноваци тата кадр политики" темăпа семинар-канашлу йĕркелерĕ. Вăл хаçат-журналта тăрăшакансемшĕн чăннипех те усăллă тата кăсăклă пулчĕ.

Канашлу Шупашкарти коопераци техникумĕпе паллашнинчен пуçланчĕ. Мĕншĕн тесен шăпах пулас сутуçăсем, поварсем, финансистсем, банкра вăй хуракансем тата ыттисем те _ 10 ытла специальноç _ çакăнта пĕлỹ илсе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланаççĕ. Малалла республикăри чи престижлă вĕрентỹ заведенийĕнче _ Коопераци институтĕнче _ ăс пухакансем те пур. Журналистсене техникумăн директорĕ Л. Таланова студентсен пурнăçĕ, малашлăхри тĕллевсем пирки каласа пачĕ. Пухăннисем классене, музея çитсе курнă хыççăн пурте пĕрле Чăвашпотребсоюзĕн "Какай лавкки" лавккара пулчĕç. Кунта Етĕрнери аш-какай комбиначĕ кăларакан продукцисен тĕрлĕрен ассортименчĕ куçа илĕртет. Чăвашсен чи паха апачĕ шăрттан та пур. Хăнана хăть ăçта кучченеçпе каяс тесен таçта шырамалла мар _ Чăвашпотребсоюзăн суту-илỹ çуртĕнчех сутаççĕ.

Кăçал çĕршывĕпех кашни çыншăн чи çывăх уявсенчен пĕрне _ Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине _ анлăн паллă турăмăр. Мероприятинче те çак праçнике сума суса Мухтав монуменчĕ патĕнче пулчĕç, палăк умне район хаçачĕсенче нумай çул тăрăшакансем _ Елчĕк тата Куславкка районĕсен редакторĕсем Н. Алексеевпа В. Константинов чечек кăшăлĕ хучĕç.

Райпо кивĕ хутсене халăхран пухнине пурте пĕлетпĕр-ха, анчах вĕсене ăçта хурать _ унпа кăсăклансах кайман. Тулли мар яваплă "Кооптехсервис" ĕç-хĕлĕпе паллашнă хыççăн çак ыйту уçăмланчĕ. Шăпах çакăнта макулатурăран çăмарта хумалли ещчĕксем тăваççĕ. Акă, пĕлтĕр çеç 300 тонна хутран 7,2 млн штук кăларнă. Вĕсене республикăри чăх-чĕп фабрикисем кăмăлласах туянаççĕ-мĕн.

Чăвашпотребсоюзăн универсаллă бази унчченех лайăх енчен палăрса тăнă. Конкуренци нумайланнă пулсан та унăн сум-чысĕ юлашки çулсенче тата та ỹснĕ. Çакна та журналистсем эрех-сăра тата апат-çимĕç базисенче пулнă хыççăн куçпа курса ĕненчĕç. Халь кунта чылай ĕçе автоматизациленĕ. Хăш япала ăçта выртнине ятарлă аппарат йăлтах кăтартса парать, çавна май халăха таварпа тивĕçтересси палăрмаллах лайăхланнă. Пĕлтĕр курттăм сутасси 495 млн тенкĕпе танлашнă. Сăмах май, универбаза Раççейре те чи лайăххисенчен пĕри.

Семинар-канашлăвăн теори пайĕ республикăн тĕп хулинчи коопераци институтĕнче çавра сĕтел хушшинче пулчĕ. Мероприятие республикăри информаци политикин тата массăллă коммуникацин министрĕ Александр Иванов, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Любовь Абрамова, республикăри Журналистсен союзĕн председателĕ Валерий Комиссаров, университет ректорĕ Валерий Андреев хутшăнчĕç. В. Павлов иртнĕ çулхи кăтартусем, çĕнĕлĕхсем, малашлăхри тĕллевсем, кадр политики пирки каласа пачĕ. Унтан А. Иванов министр сăмах илчĕ. Вăл çакăн пек семинарсем йĕркелени усăлли, пĕр-пĕрне яланах ăнланса ĕçлесси çинчен калаçрĕ. Журналистсем те çакнах палăртрĕç. Йĕпреç районĕнчи "Çĕнтерỹ çулĕпе" ятпа тухакан хаçатăн тĕп редакторĕ К. Алимасов 14-мĕш çул канашлăва хутшăнать. Унăн унчченхипе хальхине танлаштармалăх пур. Вăл лайăх улшăнусем чылаййине, кашни тĕл пулурах курмаллисем, тĕлĕнмеллисем пулнине палăртрĕ. Ыттисем те унăн шухăшĕпе пĕр кăмăллă пулчĕç.

Юлашкинчен канашлăва пухăннисем Чăвашпотребкооперацин ачасен сывлăхне çирĕплетмелли "Салют" лагере çитрĕç. Çитĕнекен ăрăва 52-мĕш хут кĕтсе илекен сывлăха çирĕплетмелли çурта юсаса пĕтернĕ, сăн кĕртнĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика