03 июня 2015 г.
Раççейре пурăнакан кашни çыншăн чи хаклă уявсенчен пĕри _ майăн 9-мĕшĕ, Çĕнтерỹ кунĕ _ иртсе кайрĕ. Кăçал вăл юбилейлă пулнăран ăна кашни хулара, ял тăрăхĕнче асра юлмалла йĕркелеме тăрăшрĕç. Уйрăмах çĕршывĕпех "Вилĕмсĕр полк" туни пурин чĕринче те тарăн йĕр хăварчĕ. Парада тухнисем ашшĕн, аслашшĕ-кукашшĕн сăн ỹкерчĕкĕсене мăнаçлăн йăтса пычĕç. Хăть мĕн тесен пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ кашни салтак чи пысăк хисеппе тав сăмахне тивĕç, çакна пурте лайăх ăнланни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Халь пушшех те, Украинăра пирĕн çĕнтерỹçĕсене таса мар ятпа варалама тăрăшнă чухне, патриотлăх туйăмĕ кашнийĕн чĕринче тата та ытларах вăй илчĕ.
Пирĕн, халь пурăнаканнисен тĕп тивĕçĕ _ ачасене, мăнуксене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă, аллине пăшал тытса фашистсене хирĕç çапăçнă тата тылра ырми-канми, ыйхă мĕнне пĕлмесĕр тăрăшнă çынсемпе ытларах та ытларах паллаштарасси, çуралнă тăрăха юратма, ватăсене хисеплеме вĕрентесси. "Мĕн акатăн, çав шăтать", тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Анчах малтан хамăрăн кĕçĕннисене тĕслĕх кăтартмалла. Шел пулин те, чылай чухне çакăн пирки манатпăр.
Район центрĕнчи организаци-предприятинче вăй хуракансем уявччен пур çĕрте те хамăрах тасатса, сăрласа тухнăран урампа утма кăмăллăччĕ. Куçа савăнтаракан тирпее нумая тăсмарăмăр. Патăрьелĕнче Çĕнтерỹ парачĕ вĕçленсен чылайăшĕ килĕсене саланчĕ. Çынсем тăнă вырăнсенче вара çỹп-çап тăрса юлчĕ. Каçхи концерт хыççăн ăпăр-тапăр тата та ытларах выртма пуçларĕ. Ытти ялсенче те шăпах çакăн пекех ỹкерчĕк пулни каламасăрах паллă. Ку, ман шухăшпа, пĕр-пĕрин ĕçне кăна мар, юнлă вăрçă хирĕнче тата кайран куçĕсене вăхăтсăр хупнă, паян пирĕнпе юнашар пурăнакан салтаксене хисеплеменни те. Вĕсем эпир сар хĕвел çутипе савăнса пурăнччăр тесе аллисене пăшал тытнă, эпир вара... Эпир ĕçсе-çинĕ савăтсене, çатăрка хутсене хамăр хыççăн пуçтармасăр вĕсене пичĕсенченех суртăмăр.
Уяв хыççăнах Патăрьел урамĕ татах хитреленчĕ. Вырăссем: "Тасатнă çĕрте мар, çỹпĕлемен вырăнта тирпейлĕ", теççĕ. Çакна пирĕн кашнийĕн ас тусан тем пекех аванччĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)