03 июня 2015 г.
Вут-кăварпа пулакан инкек синкерлĕхпе те, пысăк тăкакпа та, хăрушлăхпа та çыхăннă. Шел пулин те, çакна пĕле тăркачах пурнăçра "01" службăна васкавлă чĕнсе илмелли самантсем пулсах тăраççĕ. Ку тĕлĕшпе кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чăнласах та чан çапса пушара сỹнтерме пулăшу ыйтнă тĕслĕхсем сахал мар. Паянхи кун тĕлне пушар надзорĕн сотрудникĕсем 20 хутчен вут-кăварпа куçа-куçăн кĕрешме тухса кайнă. Инкекре вара çемьепе пуçтарнă пурлăх кĕл купине çаврăнни çеç мар, вĕсенче çынсен пурнăçĕ татăлни тата ытларах пăшăрхантарать. Пилĕк уйăхра çеç пирĕн районта çакнашкал пилĕк тĕслĕх пулнă. Статистикăна тишкерес пулсан юлашки чĕрĕк ĕмĕрте те ун пек синкерлĕхе шута илмен.
Раççейре пушар хуралĕн истори тымарĕ тарăн, ĕмĕрсем каяллах вут-çулăма парăнтарма, ăна лăплантарма, çав вăхăтрах унтан асăрханма та пĕлнĕ. Пирĕн районта та çакнашкал хурал 1937 çултанпа ĕçлет. Истори страницине çырăнса юлнă çулсенче района вут серепинчен çăлакансем штатпа та тăваттăн çеç тăрăшнă. Вĕсен çумĕнче вара çакнашкал ĕç хатĕрĕсем пулнă: виçĕ лашапа шыв пичикисем тата алăпа усă куракан насус. Паянхи пушарниксемпе танлашарсан пурлăхпа техника, вут-кăварпа кĕрешмелли хатĕрĕсем çĕрпе пĕлĕт пекех уйрăлса тăраççĕ. Хальхи вăхăтра служба сотрудникĕсен ĕç тактики те, оперативлăхĕ те пысăк. Шутлă минутра инкек сиксе тухнă вырăна çитеççĕ, пушара сỹнтереççĕ, пĕрлех çын пурнăçĕпе çыхăннă ытти службăсене те явăçтараççĕ...
Тăватă ăру _ тăватă тĕрлĕ пурнăç тапхăрĕ. Районти пушар хуралĕнче тĕрлĕ çулсенче тимленĕ пушарнăйсен çакнашкал тĕл пулăвĕ районта пуçласа иртрĕ темелле. Çавăнпа та Сăкăтри культура çуртне те тĕрлĕ ăрури çынсем пуçтарăнчĕç: ватти те, вĕтти те...
Мероприятие район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Раççей МЧСĕн Тĕп управленийĕн Чăваш Республикинчи начальникĕ С. Антонов, Чăваш Республикинчи ВДПО Канашĕн председателĕ С. Сергеева, Чăваш Республикинчи гражданла хỹтĕлев тата чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн начальникĕ А. Егоров, Раççей МЧСĕн ветерансен республикăри организацийĕн председателĕн çумĕ В. Нягин, районти 26-мĕш пушар чаçĕн сотрудникĕсем, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти çамрăк пушарниксем хутшăнчĕç. Мероприятие пухăннисене чăн малтанах район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов ялсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнса çынсен пурнăçĕпе пурлăхне сыхласссин пĕлтерĕшĕ, вут-кăвартан тухакан инкеке пĕрлехи вăйпа çеç парăнтарма пултарнине каларĕ. Раççей МЧСĕн республикăри Тĕп управленийĕн начальникĕ С. Антонов генерал-майор хăйĕн сăмахĕнче Патăрьелсене тараватлăхшăн тав тунипе пĕрлех паянхи кун хамăр айăппах пулакан пушарсен сăлтавĕ пирки пăшăрханса калаçрĕ. Инкексен пысăк пайĕ эпир электрооборудованисемпе усă курнă чухне асăрханусăр пулни. Иккĕмĕш вырăнта _ юсавсăр кăмакаран амаланакан пушар. Генерал-майор чикарккă туртни хальхи вăхăтра пачах та модăра пулманнине, çамрăксем сывă пурнăç йĕркине пăхăнса спортпа туслашнине те каларĕ. Сăмах май, пирĕн районта та ỹсĕрле пỹртрех чĕлĕм паклаттарса пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнипе инкексем пулсах тăраççĕ.
Тĕл пулура кашни ăру представителĕ пушар хуралĕн ĕçĕ пирки кĕскен паллаштарнă хыççăн Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти вун пĕр хастара çамрăк пушарниксем пулнине ĕнентерекен удостоверенисем, районти 26-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн сотрудникĕсене тивĕçлĕ ĕçшĕн тĕрлĕ шайри медаль парса чыс турĕç.
А. ЕГОРОВА.
АСА ИЛТЕРЕТПĔР!
ЧР Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе килĕшỹллĕн майăн 24-мĕшĕнчен пушар хăрушсăрлăхĕн ятарлă йĕркине çирĕплетнĕ. Ан манăр: хальхи вăхăтра кăвайт чĕртме, вут-çулăм çинче апат хатĕрлеме, хыт каяшсене, вăрманти çỹп-çапа çунтарма юрамасть.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)