03 июня 2015 г.
Районти лăпкă та тăнăç пурнăçшăн, йĕркелĕхшĕн чăн малтанах полици сотрудникĕсем яваплă. Пирĕн тăрăхра преступлени тăвакансен йышĕ мĕнле пуласси те вĕсен ĕçĕнчен, тăрăшулăхĕнчен килет. Район полицийĕн пайĕсенчен пĕри _ çул çитмен ачасемпе тăрăшакан служба. Çак кунсенче вăл пирĕн тăрăхра ĕçлеме пуçлани 80 çул çитрĕ. Юбилей умĕн пирĕн хаçат сотрудникĕ çул çитмен ачасемпе ĕçлекен подразделени начальникĕпе, полици подполковникĕпе В. Г. Кузнецовапа (ỹкерчĕкре) тĕл пулса хăш-пĕр ыйтусене хускатнă.
_ Район полицийĕн историйĕ пуян. Йĕрке хуралçисен служба ĕçĕ-хĕлĕ ансат та, çăмăл та мар. Вероника Григорьевна, историне аса илсе хăвăрăн подразделени аталанăвĕ пирки мĕн каланă пулăттăр.
_ 1973 çулччен районти ПДН инспекторĕн тивĕçĕсене пирĕн службăри ытти сотрудниксем пурнăçланă. Ун хыççăн вара Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те çул çитмен ачасем преступлени тăвассипе ĕçлекен милици сотрудникĕн ятарлă пỹлĕмне уçрĕç. Унăн пĕрремĕш инспекторĕ _ В. Салмин. 1977 _ 1993 çулсенче çул çитмен ачасем право йĕркине пăснине тимлекен подразделени пулнă. Çак инспекцине М. Багаутдинов, С. Шадиряков, В. Кузнецов, А. Сорокин та тĕрлĕ çулсенче ертсе пынă. Пирĕн район подразделенийĕ чылай чухне республикăра та кăтартуллисен шутĕнче пулнă. Сăмахран, 1995 _ 2000 çулсенче çул çитменнисен инспекцийĕ оперативлă служба ĕçĕ-хĕлĕпе Чăваш Енре пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Полици майорĕ А. Ксенофонтов (халĕ тивĕçлĕ канура) вара Чăваш Республикинчи чи лайăх инспектор ята та çĕнсе илнĕ.
_ Кỹршĕсемпе танлаштарсан, пирĕн районĕ те пысăкрах, халăхĕ те йышлăрах. Паянхи кун çул çитменнисемпе çыхăннă проблемăсене еплерех татса пыратăр?
_ Йывăрлăхсене пĕрлехи вăйпа çĕнтерсе пыратпăр темелле. Çак службăра тăрăшакан Л. Комиссарован (ỹкерчĕкре сылтăмра) ку тĕлĕшпе ĕç опычĕ пуян. Полици майорĕ 1996 çултанпа тăрăшать йĕрке хуралĕнче. Н. Петровапа Л. Чебенова (ỹкерчĕкре сулахайри) çамрăк инспектросем те ĕçе хăнăхса пыраççĕ.
_ Вероника Григорьевна, кучухне ялсенче те пĕринчен тепри ытлă-çитлĕ, начар мар пурăнаççĕ темелле. Çапах та ачасем хура ĕçпе çыхăннă тĕслĕхсем пулкаласах тăраççĕ. Кăçалхи тăватă уйăхра та сахал мар-тăр-ха ун пеккисем?
_ Кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан çул çитмен ачасем тăвакан преступленисен шучĕ 50 процент ỹснĕ. Усал ĕçсем пурте ют çыннăн япалине вăрланипе çыхăннă. Преступлени тăвакансенчен пĕри Патăрьелĕнчи техникумра вĕренет, иккĕшĕ вара ниçта та ĕçлемеççĕ.
_ Вероника Григорьевна, ял тăрăхĕсемпе илес пулсан, иртнĕ çул преступлени тăвакан çамрăксем ăçта ытларах пулни сисĕнчĕ?
_ Кăтарту кашни çул тĕрлĕрен: шучĕпе те, географи тĕлĕшпе те. Пĕлтĕрхи цифрăсемпе Нăрваш Шăхальсен, Аслă Чеменсен, Шăхачсен ку тĕлĕшпе профилактика ĕçне тата ытларах вăйлатма, преступлени тăвакансемпе уйрăммăн ĕçлеме тивĕ. Ку тĕлĕшпе ытти ял тăрăхĕсенче, шкулсенче те ачасемпе ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекен хушшинчи çыхăнăва хавшатмалла мар. Пире улăштаракан ăру сывă та тĕреклĕ ỹстĕр, çĕршывшăн усăллă çын пултăр тесен воспитани ĕçĕпе ытларах тимлемелле.
_ Çак тезиса пурте пĕлетпĕр пулин те, пурнăçра яланах хамăр шухăшланă евĕр пулса пымасть. Çул çитмен ачисем ăссăрла ĕç туса хунăшăн вара саккун умĕнче ашшĕ-амăшĕн явап тытма тивет.
_ Тĕрĕсех. Раççей Федерацийĕн административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексри 5.35 статьян 1 пайĕпе килĕшỹллĕн кăçалхи тăватă уйăхра та ашшĕ-амăшĕ ячĕпе 57 протокол çырнă. Хальхи вăхăтра аслăрах классенче вĕренекенсем обществăлла вырăнта сăра-эрех ĕçнипе пакунлисен аллине çакланни те пăшăрхантарать. Çак сăлтавпа та инспекторсем сакăр ачан ашшĕ-амăшне ачисене кирлĕ пек воспитани паманшăн айăпланă. Хаяр шăвекпе çеç мар, ачасем наркотик таврашĕн серепине çакланасран та сыхă пулмалла. Усал наркăмăш сиенĕ пирки тăтăшах калаçусем ирттермелле.
_ Вероника Григорьевна, калаçăва çул çитмен ачасемпе ĕçлекен подразделенийĕн юбилейĕпех вĕçлесшĕн. Эсир çак лава кỹлĕнни те сахал çул мар. Пакунлисен "çарĕнче" хĕрарăм подполковника, виçĕ ача амăшне хăйĕн ĕçне тирпейлĕ те саккунлă пурнăçласа пыма çăмăлах та мар-тăр?
_ Тĕрĕссипе пурнăçра эпир ĕçлемен вырăнта çеç ансат та, çăмăл та пек туйăнать. Саккунлăхпа çыхăннă ĕç вара ыттисенчен уйрăлса тăнине пурте пĕлеççĕ.
_ Тавах калаçушăн. Малашнехи ĕçре ăнăçу, çитĕнỹ сунатăп.
Калаçăва А. ЕГОРОВА çырса илнĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)