АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Регистрацилемен хĕç-пăшала _ полици уйрăмне

03 июня 2015 г.

Полицин федераллă сакку- нĕпе килĕшỹллĕн ултă çул ĕнтĕ районти шалти ĕçсен пайĕнче регистрацилемен пăшалсене тата ытти тĕрлĕ çар хатĕрĕсене йышăнаççĕ. Граждансене çак япаласене хăйсем илсе килсе панăшăн уголовлă йĕркепе айăпласран та хăтараççĕ. Унсăр пуçне вĕсене çак пархатарлă ĕçшĕн райадминистраци урлă укçа-тенкĕ парса хавхалантараççĕ.

Пăшалсене е ытти хатĕрсене шалти ĕçсен пайĕн дежурнăй чаçĕнче кирек хăш вăхăтра та илсе юлаççĕ.

Çак программăпа килĕшỹллĕн 2015 çулта Патăрьел райадминистрацийĕ 10 пин тенкĕ укçа куçарнă. Паянхи куна регистрацилемен пăшалсене хăйсен ирĕкĕпе полици уйрăмне килсе панăшăн 3 çынна 1500 тенкĕ укçа парса хавхалантарнă.

Хальхи вăхăтра граждансене хĕç-пăшал туянма тата упрама лицензи, ирĕк парассине электрон меслечĕпе те пурнăçлаççĕ. Çавăн пекех уйрăм (частный) хуралçăсен те удостоверени çак майпа илме пулать.

Паянхи куна çак çăмăллăхпа 217 гражданран 108-шĕ килтен тухмасăр электрон меслечĕпе усă курнă.

Электрон меслечĕпе заявлени парас тесен гражданинăн Пĕрлехи порталта (ЕГПУ) регистраци ирттермелле. Унăн адресĕ: www.gosuslugi.ru. Рагистраци валли унăн патшалăх пенси страхованийĕн страховани свидетельстви пулмалла.

Лицензипе ирĕк паракан службăн ĕçĕ-хĕлĕпе çак адрес-па паллашма пултаратăр: с. Батырево, ул. Дружбы, д. 6 "а". Йышăну графикĕ: ытларикун 9.00 сехетрен пуçласа 16.00 сехетчен, кĕçнерникун _ 13.00 сехетрен пуçласа 16.30 сехетчен. Телефон номерĕ 5-04-08.

Хĕç-пăшал хуçисене çакăн пирки те аса илтерес килет: ирĕк панин срокĕ тухиччен икĕ уйăх маларах хĕç-пăшала тепĕр хут регистрацилемелле. Çак йĕркене пăхăнмасан административлă явап тыттараççĕ тата хĕç-пăшала туртса илеççĕ.

А. АНТИПОВ, район полицийĕн пăшалпа ĕçлеме ирĕк паракан инспекторĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика