03 июня 2015 г.
Ял тăрăхĕсенче преступлени тăвассине чакарасси, çемьесенчи харкашусене, хирĕçтăрусене чакарасси, халăхпа пĕр чĕлхе тупса пĕтĕмĕшле йĕрке тăвасси, тăнăç та лăпкă пурнăçа тытса тăрасси полицин участокри уполномоченнăйĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕрисем. Çавăнпа та вырăнти администрацисенче участковăйсем çулталăк тăршшĕпех халăхпа тĕл пулу йĕркелеççĕ, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене хускатаççĕ.
Йĕрке хуралçисемпе куçа-куçăн курнăçассине июнь уйă- хĕнче те планланă. Район полицийĕн сотрудникĕсем çак уйăхра Алманчăра (июнĕн 2-мĕшĕнче), Пăлапуç Пашьелĕнче (июнĕн 3-мĕшĕнче), Патăрьелĕнче (июнĕн 4-мĕшĕнче), Нăрваш Шăхалĕнче (июнĕн 9-мĕшĕнче), Первомайскинче (июнĕн 10-мĕшĕнче), Сăкăтра (июнĕн 11-мĕшĕнче), Турханта (июнĕн 16-мĕшĕнче), Туçара (июнĕн 17-мĕшĕнче), Кĕçĕн Патăрьелĕнче (июнĕн 18-мĕшĕнче), Шăнкăртамра (июнĕн 23-мĕшĕнче) пулса вырăнти халăха пăшăрхантаракан ыйтусене хускатĕç, саккунлăхпа çыхăннă темăсене сỹтсе явĕç.
З. КАМАЛЕТДИНОВ, район полицийĕн участковăйсен тата çул çитмен ачасен уйрăмĕн начальникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)