03 июня 2015 г.
Çыннăн культури сĕтел хушшинче ларнă е çынсемпе юнашар пулнă чухне çеç палăрмалла мар. Çуран утса е автомашинăпа пыраканăн та хăйне тытма пĕлни, йĕркене çирĕп пăхăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Кăçалхи тăватă уйăхра пирĕн районта çичĕ автоаварие шута илнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан инкексен шучĕ çеç мар, вилекенсен, аманнисен йышĕ те сахалтарах. Çапах та çакă никамшăн та лăпланса лармалли сăлтав пулмалла мар. Çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркисене пурин те çирĕп пăхăнмалла. Саккун урлă "сикекенсем" вара кашнийĕнчех тĕл пулса тăраççĕ. Чăн малтанах эрех ĕçнĕ хыççăн теветкеленсе руль умне ларакансене асăрхаттарса хăварас килет. Ку тĕлĕшпе айăплав условисем кăра иккенне пăхмасăрах водительсем ỹсĕрле çула тухаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çак сăлтавпа инспекторсем 54 протокол çырнă. Аварисенчен пĕр тĕслĕхĕ те шăпах водитель эрех ĕçнипе çыхăннă та.
Чылай чухне аварие сăлтавлакансем _ çуран утса пыракансем. Кăçал та çул урлă каçакан чăрмантарнипе е çула пỹлнипе пĕр авари пулнă. Пĕтĕмĕшле вара çул-йĕр правилине пăхăнманнисен ячĕпе 1208 протокол çырнă.
Кучухне пирĕн районта автомашинăсен шучĕ ỹснĕçем ỹссе пырать, çул çинчи куçăм питĕ пысăк. Апла пулин те автомашинăра ларса пыракансем хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнмаççĕ, унсăр пуçне пысăк хăвăртлăхпа çỹреççĕ. Çак сăлтавсем вара шăпах аварилле лару-тăру туса хуракан майсем. Çулталăк пуçланнăранпа хăрушсăрлăх пиçиххине çыхăнманшăн 188 (кашни виççĕмĕш авари çак сăлтавпа пулать), пысăк хăвăртлăхшăн 241, светофор çутине пăхăнманшăн 35, пĕчĕк ачасене ятарлă креслăсемпе илсе çỹременшĕн 48 водителе саккунпа килĕшỹллĕн штраф тỹлеттернĕ.
А. ПЕТРОВ, районти ГИБДД начальнике
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)