06 июня 2015 г.
ÇĂМĂЛ атлетика командисем Европа чемпионатне старта тухиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Ун чухне пирĕн шĕкĕр хуламăр _ Шупашкарăмăр _ паллă спортсменсемпе çеç мар, хисеплĕ хăнасемпе, мĕнпур хăпартланăва пайлама хатĕр куракансемпе те тулĕ. Пирĕн районта пурăнакансем те çĕртмен 20 - 21-мĕшĕсенче пин-пин çынпа пĕрлех пысăк ăмăртăва хаклама, хамăрăн спортсменсене вăй пама çитĕç: коллективпа та, çемьепе те... Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сутнă билетсене районти тĕп больницăн пысăк ушкăнĕ, ял администрацийĕсем, тренерсемпе преподавательсем йышлă туяннă. Мĕн пурĕ 300 билет сутăннă.
Пирĕн редакци ĕçченĕ О. Павлова та ытти журналистсемпе кунта ĕçлĕ. Чемпионат çинчен хамăр хаçатра çырса кăтартĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)