06 июня 2015 г.
ÇАК КУНСЕНЧЕ Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти "Биляр" ташă ушкăнĕ (ертỹçи Т. Торговцева) Турцинчи Стамбул хулинче йĕркеленĕ тĕрĕк халăхĕсен Пĕтĕм тĕнчери ХХI фестивалĕнчен таврăннă. Сцена маçтăрĕсем тĕрлĕ çĕршывран килнĕ вăтăр коллектив хушшинче хăйсен пултарулăхне кăтартнă çеç мар, ăсталăхĕпе, творчествипе тĕлĕнтернĕ те. Фестивале уçнă чухне те пирĕн çамрăк артистсем "Чайхана" ташшипе коллектив чи вăйлă сакăр ушкăн хушшине çакланнă. Гала-концертра та Чăваш Енпе Патăрьелне, Шăнкăртам ялĕн чысне хỹтĕлекенсене тăвăллăн алă çупса саламланă. Фестивале 4 класра вĕренекен вокалист-юрăçă Г. Халитов та хутшăннă. Гомер вара фестиваль дипломанчĕ çеç пулса таврăнман, ăна пĕр грамм чăн-чăн ылтăн парса хавхалантарнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)