АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Авангарда" алăран ярарар мар

06 июня 2015 г.

 Хаçат-журнал çырăнтармалли кампанин юлашки уйăхĕ пуçланчĕ. Вăл хирти хĕрỹ ĕç вăхăчĕпе, утă хатĕрлемелли, çумкурăксемпе кĕрешмелли тапхăрпа çыхăннăран, ял çынни "чун апатне" килениччен вулайманни те паллă. Çапах та хăнăхнă йĕркепе алла хаçатăн çĕнĕ номерне тытасах килет. Вăл шутра _ "Авангарда" та.

Çырăнтару вăхăтĕнче хаçат тусĕсенчен тĕрлĕрен ỹпкев те илтме тỹр килет: хаçат шрифчĕ пĕчĕк, тепĕр чухне вăл вулакан патне вăхăтра çитмест, кăмăла каякан материалсем сахал тата ытти те. Сирĕн сĕнĕвĕрсемпе шухăшăрсене эпир яланах шута илсе ĕçлеме тăрăшатпăр. Паян вара пирĕн хаçата илсе тăракан пилĕк пине яхăн çыннăн кăмăлне тупма та çăмăлах мар. Пĕрисене кăтартуллă çемьесем, ĕç паттăрĕсем пирки çырнисем чуна çывăх, теприсене ял хуçалăх теми е спортри çитĕнỹсем кăсăклантараççĕ тата ытти те. Районти кĕске хыпарсене кăмăллакансем те пур. Вĕсемпе пĕрлех хаçат страницисенче республика, çĕршыв аталанăвĕ пирки те çутатсах тăмалла. Çавăнпа та тепĕр чухне авторсен статйисем те яваплă секретарĕн папкинчен часах тухаймаççĕ.

Хаклă вулаканăмăр! Кучухне çĕршыв экономики çăмăл мар лару-тăрура. Кризис вăй илсе пыни ялсенче те сисĕнет. Таварсем, тĕрлĕрен çăмăллăхсемпе усă курасси хаклансах пырать. Çапах та патшалăх шантаракан вăхăтлăх йывăрлăха пĕрле чăтса ирттерсе яма тивет. Çавăнпа та çемье бюджетĕнчи укçа-тенке перекетлесе 2015 çулхи иккĕмĕш çур çул валли "Авангарда" çырăнмах ыйтатăп. Ытти чылай таварпа танлаштарсан çур çул вуласа тăракан хаçат хакĕ çав тери пысăк мар: почта урлă çырăнсан _ 371 тенкĕ те 8 пус, союзпичетре тата альтернативлă майпа _ 150 тенкĕ.

Н. МАЗЯКОВА, хаçатăн тĕп редакторĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика