АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп хуламăр çĕнелни савăнтарать

06 июня 2015 г.

 Июнĕн 3-мĕшĕнче республика тĕп хулинче "Шупашкар-Арена" Пăр керменĕ уçăлчĕ. Çак чыслă мероприятие Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрлех виçĕ хутчен Олимп чемпионĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Раççейри хоккей Федерацийĕн Президенчĕ Владислав Третьяк, РФ Патшалăх Думин вĕрентỹ енĕпе тимлекен Комитет председателĕн çумĕ Алена Аршинова, РФ Патшалăх Думин финанс рынокĕпе ĕçлекен Комитечĕн председателĕн çумĕ Руслан Тихонов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Енĕн спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ытти паллă çынсем те хутшăнчĕç.

Мĕн тери пысăк савăнăç пирĕн Чăваш республикинче çакнашкал кермен уçăлни! Конькипе ярăнма юратакансемпе хоккейпа туслисемшĕн пушшех те. Мĕншĕн çапла калатăп-ха? Спорт вăл маншăн _ пурнăç. Нăрваш Шăхалĕнче миçе спортсмен çитĕнмен-ши! Ялта сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансем мĕн чухлĕн тата! Çакна тăтăш мероприятисем ирттерни те çирĕплетет. Йăлана кĕнĕ турнирсем, ăмăртусем йышлă пирĕн. Хăшĕсем республика шайĕнчех пулаççĕ. Ку хутĕнче велосипедистсем СССР спорт мастерне, РСФСРăн пĕрлештернĕ командинче пулса Совет Союзĕнчи чи пысăк шайри ăмăртусенче тупăшнă Николай Ильин-Тукмакова асăнса ăмăртусем ирттерчĕç. Унта унпа пĕрле çỹренĕ, ăмăртусене хутшăннă юлташĕсем пулчĕç: тĕнче шайĕнче палăрнă, тĕнче класлă спорт мастерĕ, СССР чемпионĕ (велокросс, шоссе), СССРти чи пирвайхи профессионаллă велогонщик, нумай ăмăрту çĕнтерỹçи, "Вуэльта" профессиллĕ гонщиксен членĕ И. Иванов, тĕнче класлă спорт мастерĕ, СССРăн пĕрлештернĕ командин членĕ А. Осипов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ Ю. Амелкин, СССР спорт мастерĕсем Г. Нибаев, В. Романов, В. Викторов, А. Савельев, В. Пагунов, В. Афанасьев, А. Береговая. Вĕсем пурте велосипед çине ларса стадионта виçĕ çаврăм турĕç. Малалла çамрăксем тупăшрĕç. Аслă ушкăнра Çĕрпỹ районĕнчен килнĕ В. Николаев инвалид-велосипедист тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ. Хăрах ури чĕркуççинчен те çỹлерех çуккă пулсан та çамрăксемпе тан тупăшрĕ. Паттăрлăх мар-и çакă?

Валентинăпа Александр Ягуповсен ячĕпе ирттерекен кĕрешỹçĕсен ăмăртăвĕ те интереслĕ пулчĕ. Унта шкул ачисем хутшăнчĕç. Аслисем вара икĕ çул каялла çут тĕнчерен уйрăлнă спорт мастерĕн кандидачĕ И. Исаев кĕрешỹçĕ ячĕпе тупăшрĕç. Арçынсем те, хĕрарăмсем те кире пуканĕ йăтса, алă вăйĕ виçсе, канат туртса, волейболла выляса ăмăртрĕç.

Мала тухнисене ятарлă медальсем, хаклă парнесем, грамотăсем тивĕçрĕç.

Юлашкинчен Пăр керменĕ уçни патне çĕнĕрен таврăнас килет. Хапăл туса кĕтсе илтĕмĕр ăна. Кирлехчĕ. Çитĕнекен ăрăва спортпа туслаштарса ỹстерни шанчăклă смена хатĕрлеме май паратех.

В. БОРОДКИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика