АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шурă самолет сывлăша çĕкленчĕ

06 июня 2015 г.

Июнĕн 1-мĕшĕнче "ЮТэйр" авиакомпанин 21 сехет те 10 минутра Мускаври "Внуково" аэропротран тỹпене çĕкленнĕ ATR 72 сывлăш карапĕ 23 сехетре Шупашкарти аэропорта анса ларнă. Вăл унта çĕр каçрĕ те 7 сехет çурăра каялла çула тухрĕ: "Мускав-Шупашкар" çĕнĕ авиарейс уçăлчĕ. Самолета 70 çын вырнаçать. Пĕрремĕш рейспа çурри ытларах çула тухрĕ. "Шупашкар аэропорчĕ" хысна предприятийĕн гендиректорĕ Александр Жирнов малашне самолетпа вĕçекенсем ытларах пуласса шаннине пĕлтерчĕ.

Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан, Шупашкарти пулă ĕрчетекен "Ютэс" фирмăра вăй хуракан Руслан Гавриленко хăй пĕрремĕш пассажир пулнине пĕлсен питĕ тĕлĕнчĕ. Фирма ĕçĕпе Мускава кайма Интернет урлă чи малтан билет туяннăскер ресгистрацие пĕрремĕш çитрĕ. Ăна хаклă парнепе _ çулталăк вĕçме ирĕк паракан свидетельствăпа _ хавхалантарчĕç.

А. Жирнов сывлăш тарнспорчĕ хăтлă, вăхăтпа туллин усă курма меллине палăртрĕ. Уйрăмах _ пайтаçăсемшĕн: пĕр кунра палăртнине пурнăçласа каялла таврăнма май пур.

_ Ку авиарейс Раççей Геройĕ, авиацин генерал-лейтенанчĕ, "ЮТэйр" авиакомпанин регион директорĕ Николай Гаврилов çине тăнипе уçăлчĕ. ATR 72 самолет шанчăклă, Францире туса кăларнă, _ терĕ А. Жирнов. _ Билетăн чи йỹнĕ хакĕ 1990 тенкĕ. Пуйăс билечĕн хакĕнчен сахалтарах тỹлемелле, палăртнă çĕре темиçе хут хăвăртрах илсе çитерет.

Кăнтăрла аэропортра массăллă информаци хатĕрĕсем валли презентаци иртрĕ. ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов республикăра сывлăш транспорчĕ епле аталанни çинчен каласа кăтартрĕ.

Савăнăçлă уява Чăваш Ен пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, авиацин генерал-лейтенанчĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов хутшăнчĕç. _ Патшалăх политики _ халăха çул çỹреме тĕрлĕ майсем туса парасси. Мĕнле транспортпа çỹресси _ кашнин хăйĕн ирĕкĕ. Çынсем ытларах самолетпа вĕçме кăмăллаççĕ. Унта автобусри е пуйăсри пек нумай вăхăт пулмастăн, кирлĕ çĕре хăвăрт çитетĕн. Экспертсем сывлăш транспортне чи хăрушсăр пулнине çирĕплетеççĕ, _ терĕ Михаил Васильевич. _ Çĕнĕ маршрут уçăлни спорт аталанăвĕшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Июнĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионачĕ иртет. Республика тĕп хулине çитме спортсменсене те меллĕ пулать. Михаил Игнатьев тăван халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса çĕнĕ авиарейс уçма пулăшнăшăн Николай Гаврилова тав турĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ. Николай Федорович тăван ене яланах асра тытнине пĕлтерчĕ. _ "Внуково" аэропорт Мускавран 11 çухрăмра çеç вырнаçнă. Тĕп хулана çитме меллĕ, _ терĕ вăл.

_ Пирĕн самолетсем, летчиксем шанчăклă. Вĕсем çĕршыв тăрăх вĕçсе пысăк опыт пухнă, пассажирсен кăмăлне тивĕçтерес ĕçре çĕнĕлĕх пур. Ашшĕ-амăшĕ ачисене бортпроводницăсене шанса лартса яма пултарать. Вĕсене çул тăршшĕпех тимлĕ пăхаççĕ, вырăна çитсенех кĕтсе илекенсене параççĕ. Пассажирсем нумайрах çỹреме тытăнсан билет хакне йỹнетесси пирки те шухăшлăпăр.

"Хыпар" хаçатран .

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика