06 июня 2015 г.
Июнĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мăшăрĕпе, Лариса Юрьевнăпа, Шупашкар хулин Атăл леш енче иртекен Регионсем хушшинчи "Çамрăксен хули-2015" вĕрентỹ форумне уçнă çĕре хутшăннă. Унта çавăн пекех Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин вĕрентỹ комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин вĕрентỹ министерствин тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, Чăваш Патшалăх Комитечĕн патшалăх строительствин, вырăнти хăйтытăмлăхĕн, Регламенчĕн тата депутат этикин председателĕ, Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулнă.
Михаил Игнатьев пухăннисене ăшшăн саламланă май çак мероприятие Чăваш Енри маттур та пултаруллă çамрăксем çеç мар, ытти регионтисем те чăтăмсăррăн кĕтнине палăртнă. "Сире пурне те пурнăçра хăвăр çулăра тупас кăмăл, харпăрлăха палăртасси, хамăр çĕршывшăн усăллă ĕç тăвасси пĕрлештерет. Атăл хĕрринче ирттернĕ кунсем сирĕн асăрта нумайлăха тăрса юлĕç. Форумра эсир бизнесра ăнăçлă ĕçлекенсемпе, политика тата общество деятелĕсемпе, тĕрлĕ сферăри специалистсемпе тĕл пулатăр. Пĕр-пĕринпе калаçнă май хутшăнусем йĕркелеме вĕренетĕр. Ку си- рĕншĕн питĕ усăллă тата малашлăхра та кирлĕ. Çакăнта илнĕ пĕлĕвĕре практикăра усă курсан эсир çитĕнỹсем тăватăр, _ тесе пĕлтернĕ Республика Пуçлăхĕ форума килнисене ăнăçу, хастарлăх, çĕнĕ хутшăнусемпе ăнăçлă калаçусем суннă май.
Форум ертỹçи Станислав Трофимов Михаил Игнатьевпа Алена Аршинована пур участник ятĕнчен çамрăксене, вĕсен тĕллевĕсене пурнăçлама пулăшнăшăн тав тунă. "Сире пула "Çамрăксен хули" çуллен вăй илсе пырать", _ тенĕ вăл.
Савăнăçлă лару-тăру хыççăн Республика Пуçлăхĕ форума хутшăнакансемпе "Уçă диалог" йĕркеленĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Васильевич яш-кĕрĕме шаннине пĕлтернĕ. 2010 çулта Чăваш Патшалăх Канашне янă пĕрремĕш Çырăвне вăл "Çамрăксене шанмалла" текен ят ахальтен паманнине аса илтернĕ.
"Çамрăксен хули-2015" форум июнĕн 7-мĕшĕччен тăсăлать. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулăшнипе иртет, çавăн пекех ăна йĕркелекенĕсем _ "Молодая Гвардия Единой России" тата "Молодежные технологии" организацисем, Шупашкар хулин администрацийĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)