АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене _ пысăк тимлĕх

06 июня 2015 г.

Инкек-хуйхă куçа курăнса килмест. Чылай чухне вăл сарăмсăр е тата хамăрăн тимлĕх çитменнипе те сиксе тухать. Юлашки çулсенче республикăра пĕчĕк ачасем вилес шайĕ чакса пырать пулин те çак ыйтăва кун йĕркинчен кăлармалла мар. Çак тĕллевпе Чăваш Енте сывлăха сыхлас тĕлĕшпе тĕрлĕрен программăна пурнăçа кĕртни, пурлăхпа техника базине пуянлатни, медицина организацийĕсенчи кадр ыйтăвĕпе витĕмлĕ ĕçлени, йывăр çын хĕрарăмсемпе ача амăшĕсене, тин çуралнă ачасене патшалăх енчен пăхса тăрассине, пулăшассине кирлĕ пек туса пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çапах та тепĕр чухне ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ çителĕксĕррипе пулакан пăтăрмахсем ирĕксĕрех шухăша яраççĕ, пĕчĕк е çул çитмен ачасене кирлĕ пек пăхса çитĕнтерес, воспитани парас ыйтăва çивĕчлетеççĕ. Çак сăлтавпа пирĕн районта та калаçмаллисем пулсах тăчĕç темелле: пĕр-икĕ çул каялла Сăкăтра амăшĕн айăпĕпе кăкăр ачи вилсе кайрĕ, Хурама Тварĕнче те ашшĕ-амăшĕ пăхса çитерейменренех икĕ хĕрача пушарта çунса вилчĕ. Çакнашкал инкекех кăçал Алманчăра та пулчĕ. Урăхла каласан, сывă та тĕреклĕ çитĕнекен пепкесемех хамăр пăхса çитерейменрен тупăка кĕрсе выртрĕç.

Çуллахи вăрăм каникул пуçланчĕ çеç-ха. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕпе аслисен пĕчĕк пепкесене, çул çитмен ачисене никамсăр, хăйсене çеç шанса хăвармалла мар. Вĕсене хăрушсăрлăхран сиресси, пурне те пысăк тимлĕхре ỹстересси _ пирĕн, аслисен таса тивĕçĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика