АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулĕпе _ аслисем, чунĕпе _ çамрăксем

06 июня 2015 г.

Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадионта тивĕçлĕ канăва тухнă арçынсемпе хĕрарăмсем хушшинче çăмăл атлетика, пăшалтан перес, шашка-шахматла, чушкăлла выляс енĕпе спорт ăмăртăвĕсем иртрĕç. "Спорт ĕмĕре вăрăмлатать" чĕнỹпе пулчĕ вăл. Çакнашкал тупăшусем республика, Раççей шайĕнче те пулаççĕ.

Уйрăмах çăмăл атлетика ăмăртăвĕсем çивĕч пычĕç. Спорт ветеранĕ, сывă пурнăç йĕркин хастарĕ В. Салмин 70 çул тултарнине халалланă ăна. Валерий Иванович мала тухакансем валли парнесем те хатĕрленĕ.

Малтанах арçынсем 1000 метрлă дистанцинче хăйсене тĕрĕслерĕç. Пĕрремĕш вырăна Хурама Тварти Т. Давыдов, иккĕмĕшне Комсомольскинчен килнĕ В. Скворцов, виççĕмĕшне Туçари В. Ябруков йышăнчĕç.

Хĕрарăмсем 200 метра чупрĕç. Кунта Турханти Г. Ларкузова тата Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Г. Никитина палăрчĕç.

Экстремалсем стадионра 10 çаврăм (4 çухрăм) турĕç. Унта юбиляр та хутшăнчĕ, виççĕмĕш вырăна тухрĕ. Пĕрремĕшĕнче 63ри В. Скворцов, иккĕмĕшĕнче Кĕçĕн Арапуçĕнчи 64ри Н. Григорьев пулчĕç.

Спорта юратакансене район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Калмыков, тивĕçлĕ канăва тухнисен канашĕн председателĕ Т. Полякова, Туçа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Перепелкин саламларĕç. В. Салмин "Паттăр" спорт комплекс грамотине тивĕçрĕ. Т. Давыдов ăна тĕрлĕ ăмăртура ỹкернĕ фотосен альбомне парса чысларĕ.

Аслă çулхи çынсемшĕн ытти ăмăртусем те интереслĕ иртрĕç. Пăшалтан тĕл перессипе Г. Елкин, Н. Перепелкин, В. Карягин, шашкăлла выляса Н. Федоров, В. Антонов, шахматла Вăрнарти В. Наумов, Хирти Пикшикри Р. Даутов çитĕнỹсем турĕç. Чушкăлла Н. Михайловпа Г. Елкин выляса куракансене тĕлĕнтерчĕç.

Ăмăртусене çулĕпе аслă, чунĕпе çамрăк 60 яхăн спортсмен хутшăнчĕ (ỹкерчĕкре вĕсен пĕр ушкăнĕ).

Н. ПАЙМУЛЛИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика