10 июня 2015 г.
ЙĂЛАНА кĕнĕ йĕркепе районти акатуй-сабантуйччен ял тăрăхĕсенче ака-суха ĕçне пĕтĕмлетеççĕ, ĕç паттăрĕсене, спортра сатуррисене, юрă-ташăра маçтăррисене чыслаççĕ. Çакнашкал савăнăçлă уявсем иртнĕ канмалли кунсенче те кĕрлерĕç. Кзыл-Камышра, Шăнкăртамра, Тутар Сăкăтĕнче, Ыхра Çырминче июнĕн 6 _ 7-мĕшĕсенче хăйсен юратнă лапамĕсенче пуçтарăннă, ĕлĕкхи йăла-йĕркене малалла тăсса вăйлинчен вăйлисем помост çине тухнă, вăйăсенче тупăшнă, лашасемпе чупнă тата ытти те.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)