АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тинĕс евĕр калча хумханать, çĕр ĕçченĕ пăхса савăнать

10 июня 2015 г.

Хире тухсассăнах Аслă Арапуçĕнче çуралса ỹснĕ Митта Ваçлейĕн сăввинчи йĕркесем аса килеççĕ: "Юратрăм эп хирсем сире..." Ентеш хамăр тăрăхра чухне куç тулли илемпе тулнă уйсемпе киленнĕ чухне çак сăмахсене çырмасăр чăтайман ĕнтĕ. Чăнах та, хĕвел патнелле туртăнакан ешĕл симĕс калчасене, пуç сăхнă кĕрхи ыраша курсан, кайăксен шăранса тухакан юррисене итлесен чунра ăнланмалла мар çепĕç туйăм çуралать. Çитменнине хирĕсем кăçал пĕринчен тепри тасарах, хитререх! Çакна иртнĕ эрнере уй-хир тĕрĕслевĕ вăхăтĕнче курса ĕненме май пулчĕ.

Районта ака-суха ĕçĕсем вĕçленсен çулленех хирсене пăхма тухаççĕ. Кăçал та çак йăлана пăсас темерĕç, район пуçлăхĕ Михаил Петров, район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, унăн çумĕ, райадминистрацин ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Мансур Калмыков, ял тăрăх пуçлăхĕсем, ял хуçалăх тата фермер хуçалăхĕсен ертỹçисем, агрономсемпе инженерсем çуркунне никĕсе хывса хăварнă культурăсем мĕнле шăтса тухнине иртнĕ кĕçнерникун, июнĕн 4-мĕшĕнче, курса çаврăнчĕç. Мероприятие хутшăнакансем ирхи 6 сехетрех çула тухрĕç. Кун каçа 190 çухрăм хыçа хăварчĕç.

Пĕрремĕш чарăну Патăрьелĕнчи тулли мар яваплă "Батыревское" пĕрлешĕвĕн ĕнесен çуллахи лагерĕнче пулчĕ. Ăна кивĕ витене реконструкцилесе пĕлтĕр хута янă. Дояркăсене ĕçлеме условисем те пур. Сунă сĕт тỹрех пăрăх тăрăх холодильнике каять. Хуçалăх ертỹçи П. Ялуков выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен укçа ытларах кĕнине, иртнĕ çул шурă шĕвекрен таса тупăш 7 млн тенкĕпе танлашнине палăртрĕ. Н. Глухов лагерьпе паллашнă май кивĕлле ĕçленипе малашне продукци илме çуккине, çавна май çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртмеллине, çакă кадр ыйтăвне те татма май панине каларĕ. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов выльăха кĕтỹре чухне шывсăр, тăварсăр тăратмалла марри, шăрăхра кĕрсе тăма хỹтлĕх кирли пирки чарăнса тăчĕ. Унтан мероприятие хутшăнакансем малалла çул тытрĕç, анчах инçете каймарĕç. Патăрьелсен уйĕсене хак пама чарăну турĕç. Кунта хирсенче çум курăка алхасма памаççĕ. Кăçал та пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене гербицид сапнă. Çĕр улми йăранĕсене пĕр хут хăпартса тухнă. Халь сенаж хума пикеннĕ. Сăмах май, "Родина", "Красное знамя" тата ытти хуçалăхсенче те выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçăннă.

Улма-çырла питомникĕн те анисем таса, тирпейлĕ. Çур акине кĕске вăхăтра ирттернĕрен нỹрпе калчасем чăшăл çеç шăтса тухнă. Питомниксем кĕрхи культурăсене апатлантарма районта пĕрремĕш тухнăччĕ.

Çĕртен тупăш илес тесен ăна хăйне малтан пăхмалла. "Чувашский" учрежденин агрохимикĕ С. Шалтынов удобренисемпе усă курасси, тислĕке хире тăкасси пирки сăмах пуçарчĕ. "Исток" агрофирмăра ĕне-выльăх навусне анасем çине илсе тухма пуçланă та ĕнтĕ.

Юлашки çулсенче çумăрĕ пире çусах пит савăнтармарĕ. Çавăнпах ĕнтĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем акнă-лартнă культурăсене шăварма пуçларĕç. "Корма" хуçалăх кăçал тумламлă шăварупа сухан вăрлăх анине йĕпетсе тăрать. Уй-хир тĕрĕслевне хутшăнакансем агрегат мĕнле ĕçленине хăйсен куçĕсемпе курса ĕненчĕç.

"Исток", "Звезда", "Тойсинская", "Малалла", "Первомайск", "Красное знамя", "Труд" хуçалăхсенче те анасем таса. Кĕрхисем те аванах çỹллĕ. Агротехникăна, пусă çаврăнăшне пăхăнни тỹрех сисĕнет. Çакна та палăртса хăварма кăмăллă _ хирсенче çулсерен çум курăксем сахалланса пыраççĕ. Маларахри вăхăтсенче вăйсăртарах хуçалăхсем пахалăхсăр вăрлăхсемпе ытларах усă куратчĕç, халь вĕсем те çĕнетме майсем тупнă. Кĕркунне кĕлетсем тулччăр тесен лайăх вăрлăх кирлĕ çав.

Уй-хир тĕрĕслевĕнче ырă пулăмсенчен пĕри _ çĕнĕлĕхсемпе паллашни. Кашни хуçалăхранах мĕн те пулин ăса хывмалли пур. Акă, Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕнче çум курăкран сапнă чухне навигаторпа усă кураççĕ. Вăл хими препарачĕ ăçта çити лекнине кăтартсах пырать. Кунне 100 гектара яхăн сапать. Хуçалăх ертỹçисене çĕнĕлĕх кăсăклантарчĕ. Россельхозцентрăн районти уйрăмĕн начальникĕ О. Глухов темăна малалла тăснă май гербицидпа ĕçлессине шутлă кунсенче вĕçлемеллине палăртсах каларĕ.

Районта ял хуçалăх предприятийĕсемпе пĕрлех фермер хуçалăхĕсем те вăй илсе пыраççĕ. Вĕсем уйрăмах Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнче нумай. Л. Краснова фермер ăнăçлă ĕçлекеннисенчен пĕри. Вăл сухан вăрлăхне туса илессипе тимлет. Пусă çаврăнăшне тытса пыма ытти культурăсене те лартса ỹстерет. Людмила Петровна 400 тонна çĕр улми вырнаçмалăх хранилище тума пуçланă. Çак ялти Е. Мартышкин çакăн евĕрлинех пĕлтĕр хута янăччĕ. Кăçал Евгений Михайлович "иккĕмĕш çăкăра" пуçтарса кĕртекен комбайн илме ĕмĕтленет. "Россельхозбанкăн" Патăрьелĕнчи управляющийĕ Р. Селиванов фермерсене, ял хуçалăхĕсене пулăшма яланах хатĕррине, техника туянма, пĕр-пĕр объект тума кредит панине каларĕ.

"Звезда" хуçалăхра пикенсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Хăватлă техника паккус хыççăн паккус тăвать. Çулнă курăк шăрши сăмсана кăтăклать. Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ В. Фролова пахалăхлă утă, сенаж янтăласси патне пысăк тимлĕх уйăрмалли, ĕçе кĕске вăхăтра вĕçлемелли пирки тухса каларĕ. Унăн сăмахне Гостехнадзорăн районти начальникĕ И. Васильев малалла тăснă май, техникăна юсасси, вырмана валли комбайнсене хатĕррисен ретне тăратма вăхăт çитсе пыни, техника хăрушсăрлăхне пăхăнмалли çинчен пĕлтерчĕ.

"Красное знамя" ял хуçалăх предприятинче те выльăх апачĕ хатĕрлес темăна малалла тăсрĕç. Хуçалăх юлашки çулсенче куккурус акса ỹстерме пуçларĕ. П. Никифоров ертỹçĕ выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассишĕнех çак культурăна çĕнĕрен пусă çаврăнăшне кĕртни, никĕсе хывнă вăрлăхсенчен 40 проценчĕ репродуктивлă пулнине асăнчĕ.

Уй-хир тĕрĕслевне районти агропромышленность техникумĕн директорĕ В. Спиридонов та хутшăнчĕ. Вăл кадр ыйтăвне, механизаторсене хатĕрлесе кăларнине, кăçал тата çĕнĕ специальноçсем вĕрентме пуçлассине хускатрĕ. Унтан "Красное знамя" кооперативпа тачă çыхăнса ĕçленине, çавăншăн "Чи лайăх социаллă партнер хутшăнăвĕсем" конкурсра республикăра пĕрремĕш тухнине пĕлтерчĕ.

"Труд", "Малалла" хуçалăхсем вăрлăх туса илессипе ĕçлеççĕ. Вĕсем пахалăхлипе çеç усă курни, пусă çаврăнăшне пăхăнни тỹрех сисĕнет. Акнă-лартнă культурăсем тикĕс шăтса тухнă.

Юлашки чарăну "Булинская" агрофирмăн хирĕнче пулчĕ. Темиçе çул каялла кăна-ха кунти хирсене курсан пуç усăнатчĕ. Халь вара кашласа ларакан кĕрхисем чуна савăнтараççĕ. С. Чаданов ертỹçĕ çурхи культурăсене 371 гектар акса хăварнине, вăрлăхсене çĕнетнине, ĕне-выльăх усрама пуçланине каларĕ.

Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ А. Майрушкин çур аки мĕнле иртсе кайнине пĕтĕмлетрĕ, хуçалăхсем яваплăха туйса тăрăшнине палăртрĕ.

Тĕрĕслевре чылай çынна хумхантаракан çĕр ыйтăвне те хускатрĕç. "Корма" агрофирмăн ертỹçи И. Владимиров, "Хастар" хуçалăхăн председателĕ В. Косойкин тата ыттисем те уйрăм çынсем хăйсен пайĕсене кĕркунне сухаласа хăварнă лаптăксенче, хир варринче илнисене асăнчĕç. "Исток" агрофирмăра вара ку йывăрлăхран тухма ятарласа юрист тытнă. Вăл шăпах çĕр пайĕсемпе ĕçлет. Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов хуçалăх ертỹçисене акакан-лартакан пайсене валли документ тумалли, унсăрăн йывăрлăхсем малалла та пуласси, çывăх вăхăтрах ку темăпа канашлу ирттересси пирки пĕлтерчĕ.

Уй-хир тĕрĕслевне Н. Глухов тата М. Калмыков пĕтĕмлетрĕç. Çуркунне никĕсе хывнă культурăсене кĕркунне ăнăçлă пухса кĕртме, çитменлĕхсене пĕтерме, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме сунчĕç.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика