10 июня 2015 г.
Июнĕн 6-мĕшĕнче Оренбургра Раççей Федераци Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Атăлçи федераллă округри мăсăльмансен регионсенчи тĕн управленийĕсен председателĕсемпе тĕл пулнă. Унта çĕршыври ислам вĕрентĕвĕн системине йĕркелес тата çамрăксем хушшинче экстремизма хирĕçлес ыйтусене сỹтсе явнă. Калаçăва Оренбург облаçĕн губернаторĕ Юрий Берг тата Раççейри мăсăльмансен тĕн управленийĕн Верховнăй муфтийĕ Талгат-сафа Таджуддин та хутшăннă.
Влаçăн тĕнпе çыхăнман тата тĕн лидерĕн представителĕсем округри регионсенче мăсăльман тĕнне сарас енĕпе татăклă утăмсем тумалли çинчен те калаçнă.
Раççей Федераци Президенчĕ çумĕнчи наци хутшăнăвĕпе ĕçлекен Канаш пĕтĕмлетĕвĕпе мăсăльман вĕрентĕвĕн виçĕ уровеньлĕ системине йĕркелес ыйтăва татса панă. "2013 çулта Хусанти тата Уфари мăсăльмансен институчĕпе университетĕн базисенче священниксен ăсталăхне ỹстермелли курсĕсем ĕçе пикенчĕç. Çак хушăра пин имам ытла унта вĕренчĕ. Вĕсем ислам сферинче çеç мар, ытти енĕпе те кирлĕ пĕлĕве илеççĕ. Асăннă курссем тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансене çывăхлатаççĕ те",_ палăртрĕ Михаил Бабич.
Апла пулин те паянхи кунччен те мăсăльман тĕнне тытса пыракансене хатĕрлесси çирĕпех мар-ха. Ăста çамрăксене ют çĕршывсенчи вĕренỹ заведенийĕсене ярасси практикăна кĕрсе пырать. Паянхи куна 350 çынна яхăн çак çулпа утать.
"Патшалăх ертỹçин тĕллевĕ вăл _ тĕн вĕрентĕвне Раççей Федераци территорийĕнчех вĕренме условисем туса парасси. Ку енĕпе 2014-2016 çулсем валли программа йышăннă, 894 миллион тенкĕ финанс рессурсĕ уйăрнă",_ палăртрĕ полномочиллĕ представитель.
Канашлура çавăн пекех мăсăльман пĕрлешĕвне аталантарас ĕçре татса паман проблемăсем пуррине те палăртнă. Талгат Таджуддин сĕнĕвĕпе патшалăхпа чиркỹ çыннисем нумай нациллĕ халăха пĕрлештерни тĕп вырăнта тăмалла.
Юрий Берг Раççейри мăсăльман тĕнĕ регионпа тачă çыхăннине те каланă. Оренбургра паян 126 наци çынни пурăнать, 400 ытла тĕн организацийĕ.
Тĕлпулура Пăлхар мăсăльман академийĕн центрне кăтартнă. Унăн базинче пысăк квалификациллĕ кадрсем хатĕрлеме, квалификацине ỹстерес текенсене вĕрентме палăртаççĕ.
Кăнтăрла хыççăн Михаил Бабичпа Юрий Берг "Наци ялĕ" культура комплексне çитнĕ. Уçă пĕлĕт айĕнчи хăйне евĕрлĕ музейра нумай нациллĕ Оренбургăн калоричĕпе йăли-йĕркине кăтартнă.
Июнĕн 7-мĕшĕнче Президентăн полномочиллĕ представителĕ Пĕтĕм Раççейри VI ял Сабантуйĕнче пулнă. Вăл Тутар Каргалинче иртнĕ. Уява Раççейĕн 18 регионĕн делегацийĕ çитнĕ, вăл шутра Китайпа Казахстанран та пур. Унта йăлана кĕнĕ спорт мероприятийĕсем _ лаша чупăвĕпе кĕрешесси _ те куракансене килĕшнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)