АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре пиçĕхнĕ çемье

10 июня 2015 г.

 Çурхи хĕвел ăшшинче Анат Чакăри Филипповсен умĕнчи ача-пăча плошадкине çитĕнекен ăру хаваспах пухăнать. Илĕртỹллĕ кунта. Вылямалли теттесем пур. Тункатаран ăсталанă хурĕ, мулкачĕ юмахри сăнарсем евĕр туйăнаççĕ. Тăкакпа та питех çыхăнман çак кĕтес. Пỹрт çумĕнчи пахча умне унчченхи тимĕр кравать пуçĕсенчен пỹлсе илнĕ те хăтлăх кỹнĕ. Çавă çеç.

Ача-пăча садикрен киличчен вара хуçалăхри ирхи ĕçсене тирпейленĕ асаннесемпе кукамайсем тухса лараççĕ. Ял хыпарне пĕлни мĕне тăрать. Калаçăва пуçараканни вара Ираида Аркадьевна. Халиччен хăй те халăх хушшинче ĕçленĕ-ха И. Филиппова. Тĕнчери лару-тăрăва витĕр пĕлсе тăнă. Кун-çул уттинчен паян та юлмасть ял хĕрарăмĕ.

Первомайски хĕрĕ пулнă Ираида. Ỹссе çитсе пĕве кĕрсен кỹршĕ яла качча тухнă. Иван Михайловичпа килĕшỹре пурăнса тĕпрен уйрăлса тухса çурт лартнă, икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Сăмах май çакна палăртма та кăмăллă. Ăрăва малалла тăсакансем хăйсем те качча тухса çемьеллĕ пулнă ĕнтĕ. Иккĕшĕ те амăшĕн тăван ялне суйласа илнĕ. Пурăнма вара Шупашкара тĕпленнĕ. Çурт умĕнчи киленĕçе Филипповсем хăйсен мăнукĕсемшĕн те тунă. Виççĕн вĕсем.

Ял çинче ыр ятлă Филипповсем. Иккĕшĕ те ĕçре пиçĕхнĕскерсем. Иван Михайлович мĕн салтакран килнĕренпех хуçалăхра водительте ĕçлет. Ираида Аркадьевна вара санэпидемстанцинче дезинфекторта та вăй хунăччĕ. Юлашки 15 çулне ялти клубра ĕçлерĕ. Çав вăхăтсене паян та кăмăллăн аса илет. "Асамат" фольклор ушкăнĕ пурччĕ вĕсен. Халĕ Первомайскинчи культура çуртĕнче ĕçлекен В. Фролов ертсе пыратчĕ ăна. Ăçта çеç концертпа тухса çỹремен вырăнти артистсем! Е. Зорина, М. Макарова, М. Никитина, Т. Елисеева, Т. Шурякова, В. Абзыкова, Е. Пахомова тата ыттисем çỹретчĕç репетицисене.

Мăшăрĕ те Ираида Аркадьевна ĕçне ăнланаканнискер пулчĕ. Иван Михайлович хăй те хут купăспа выляма ăста. Кĕвĕ çемми илтĕнсен кам-ха юрă пуçламĕ. Ташă ушкăнĕ те пурччĕ клубра. Ачасем кăмăлтан çỹретчĕç унта.

_ Йышлă ачаллă çемьеллисем те ỹркенместчĕç. Вăхăт тупнă вĕт-ха ун чухне. Паянхи пек çуртсене газпа та хутса ăшăтман. Япаласене те автомат машина çуман. Концертсене курма туллиех халăх пухăнатчĕ. Тăрăшса ĕçлеме те, хаваслă канма та пултарнах çав ял ĕçченĕ. Унчченхи харсăрлăх паян та сỹнмен-ха пирĕнте. Тройцăра вăййа тухатпăр. Ял уявĕсем тăвасси йăлара. Мĕншĕн айккине тăрса юлмалла,_ тет Ираида Аркадьевна.

Хăйĕн ĕç ăсталăхне вара халĕ вăл С. Давыдована хăнăхтарса пырать. Литература çулталăкĕнче планпа пăхнă мероприятисене пурнăçлама çамрăкраххисене те явăçтарма пулăшать.

Ял çинче ырă ятлă, хисепре Филипповсем. Ĕçрен ỹркенменренех çĕр çинче хăйсене кирлĕ чухлĕ пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Ĕне, сурăх, сысна усраççĕ. Пăрлаттарса тата çăвăрлаттарса çамрăк выльăхĕсене ỹстереççĕ, аш-какая ярса çемье бюджетне тĕреклетеççĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика