АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни тăваттăмĕш çынна _ социаллă пулăшу

10 июня 2015 г.

 Июнĕн 8-мĕшĕ - социаллă ĕçчен кунĕ. Çак ятпа Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев социаллă тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕсене тата ветеранĕсене професси уявĕ ячĕпе ăшшăн саламланă, ырми-канми, сăваплă ĕçшĕн тав тунă.

Çак кунхинех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухас умĕн Республика Пуçлăхĕ канашлу ĕçне пуçласа Чăваш Республикин çĕнĕ прокурорĕ Сергей Легостаев хутшăннине пĕлтернĕ.

2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшу ĕçĕсен тарифĕсем улшăнасси çинчен Чăваш Республикин Конкуренци политики тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертỹçи Альбина Егорова каласа кăтартнă. Республикипе илсен ăшă энергийĕн тарифĕсем 8,8 процент, сивĕ шыв тата шыв юхтарса кăларасси _ 11,8 процент. Çакă вĕсен ỹсĕмĕн РФ Тарифсем енĕпе ĕçлекен служби çирĕплетнĕ индекссен виçинчен иртмест.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх _ республика бюджетĕнчен сахал тупăшлă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшу ĕçĕсемшĕн тỹлемешкĕн вăхăтра субсидисем пама кашни çулах укçа-тенкĕ пăхса хăвараççĕ. "Кризис пулăмĕсене шута илсе, Чăваш Республикин бюджетĕнче 2015 çулта сахал тупăшлă çемьесене субсиди памашкăн 273,6 млн тенкĕ палăртса хăварнă, çакă иртнĕ çулхи шайран 20,9 процент нумайрах. Çемьесем пурте палăртнă укçа-тенке илеççĕ"_ тенĕ Республика Пуçлăхĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика