АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĕЛĕНМЕЛЛЕ ЧĂВАШ ЕН

10 июня 2015 г.

Çуллахи вăхăтра çынсем отпуск вăхăтне еплерех ирттермеллине шутлаççĕ. Пĕрисем хĕвел çинче хĕртĕнсе выртма, теприсем ют çĕршывсенчи интертеслĕ вырăнсене курса çỹреме юратаççĕ. Кăсăклă вырăнсем шырама аякка кайма кирлех-ши? Хамăрăн Чăваш Енте те тĕлĕнтермĕш питĕ нумай.

Акă, Муркаш районĕнче чăн-чăн шыв сикки пур. Унăн çỹллĕшĕ 5 метр. Йывăçсем хушшинче вырнаçнă шыв сикки юпленсе тепĕр икĕ пая пайланать. Вĕсен çỹллĕшĕ те 5 метртан кая мар.

Çак районтах тепĕр интереслĕ япала _ Ильинка вăрманĕнчи пилĕк çĕр çулхи юман. Унăн хăлаçĕ 5 метр та 70 сантиметр. Юман çумĕнчех чăвашсен паллă вăрман ученăйĕ Б. Гузовский лартса хăварнă лиственница ỹсет. 105 çул хушшинче вăл 28 метр çỹллĕшне çитнĕ.

Тепĕр тĕлĕнтермĕш _ Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕ çумĕнчи кивĕ чукун çул кĕперĕ (ỹкерчĕкре). Унăн умĕнче тăрсассăн хăвна ĕлĕкхи Рим хулине лекнĕнех туятăн. Кĕпере 1902 çулта тунă: тăршшĕ _ 370, çỹллĕшĕ _ 20 метр. Хальхи вăхăтра çамрăксем кĕпер çинчен кантрапа (тарзанка) сикме килеççĕ.

Республикăн кăнтăр енче вырнаçнă "Присурский" заповедникĕнче те курмалли нумай. Ку заповедник виçĕ участокран тăрать: Улатăр, Патăрьел тата Елчĕк. Улатăр участокĕ ытларах вăрманлă вырăн. Унта Сăр шывĕ юхса иртет, йăлăмĕнче (пойма) 80 кỹлĕ вырнаçнă. Патăрьел участокĕ Тутар Тимеш ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă. Хирлĕ вырăнта сайра йышши байбак-сăвăр колонийĕн пурнăçне сăнама пулать (ỹкерчĕкре). Елчĕк участокĕнче вара республикăра сахал юлнă курăк-чечек ỹсет. Пурин ятне çырса та пĕтереймĕн.

Çавăн пекех Шăмăршă районĕнчи "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕнче те кăсăкли чылай. Унта Чăваш Республикин Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ тĕрлĕрен ỹсен-тăран, чĕр-чун, пулă пур. Кĕскен каласан, курмалли-пĕлмелли питĕ нумай.

100 хут илтиччен 1 хутчен курмалла, теççĕ халăхра. Çавăнпа та ют çĕршывсене кайса вăхăт ирттерсе çỹриччен малтан хамăр республикăри интереслĕ вырăнсене кайса курсан авантарах мар-и?

Н. НИКИТИНА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика