11 июня 2015 г.
Хисеплĕ ентешсем, хăнасем! Сире йăлана кĕнĕ "Акатуй-Сабантуй" уявĕпе чун-чĕререн саламлатăп! Ăна эпир авалхи йăлапа çулленхи çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн ирттеретпĕр.
"Акатуй-Сабантуй" тĕрлĕ наци çыннисен ĕçлевĕпе туслăх уявĕ пулса тăчĕ. Вăл халăхăн ырă йăлисене, юрри-ташшине илсе пирĕн халăхăн аваллăхĕпе пуласлăхне пĕрлештерекен йĕр. Патăрьел районĕнчи тĕрлĕ халăхăн пĕрлехи символĕ пулса тăчĕ.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче тăванлăх, ăнланулăх çăл куçĕсем нихăçан та типмĕç. 64-мĕш "Акатуй-Сабантуй" вара çĕнĕ ĕçсем пуçлама хавхалантаракан вăй пулса юлĕ.
Кăçалхи уява Раççей Федерацийĕнчи Литература çулталăкне халалланă. Наци культурин паха тĕслĕхĕсене малалла аталантарасси, Тăван çĕршыв пуянлăхне ỹстересси _ пирĕн чыслă тивĕç.
Сире телей, çирĕп сывлăх сунатăп. Çемьере ырлăх,тăнăçлăх, çителĕклĕх пултăр! Пурне те аслă уява йыхравлатăп.
Район администраци пуçлăхĕ Н. ГЛУХОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)