11 июня 2015 г.
Палăрнă Çак кунсенче 2014 çул итогĕпе "Лучшее муниципальное образование России в сфере управления общественными финансами" Раççейри VIII конкурс çĕнтерỹçисене палăртнă. Унта Раççейри 236 хула округĕпе муниципаллă районсем хутшăннă. Вĕсен шутĕнче Патăрьел районĕ те пур.
Конкурсантсене объективлă критерисене тĕп вырăна хурса хак панă, хулапа районсем бюджетри тупăш базине çирĕплетнине, расхутсен эффективлăхне ỹстернине, муниципаллă çăмăллăхсем туса панине тата вĕсемпе усă курнине тата ыттине те шута илнĕ.
Иртнĕ кĕçнерникун Мускаври "Измайлово" центрта йĕркеленĕ пысăк конференцире шăпах конкурс çĕнтерỹçисене чысланă та. Патăрьел районĕ те Раççей шайĕнче палăрнă,II степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)