11 июня 2015 г.
Çак ыйтăва паянхи çамрăк ăрăва парсан, вĕсем пĕр тĕлĕннипе, пĕр ăнланманнипе куçран чăр-р! пăхĕç. Аслă ăрури çынсемпе çак темăпа калаçу пуçарсан вара сăмах çумне сăмах хушăнсах пырĕ. Вĕсем çемьепе, кỹршисемпе, ялти уйрăм хастарсемпе каçсерен кас хуралне тухни, инкек-синкекрен, вут-кăвартан çапла майпа асăрханни, сыхланни пирки пĕрне-пĕри пỹле-пỹлех каласа пама хатĕр. Мĕншĕн тесен пĕр 10 _ 15 çул каялла та районти ялсенче плакат евĕр çырса хунă "Сирĕн кĕçĕр кас хуралĕ" текен пĕлтерăве кашни ялта тенĕ пекех курма пулатчĕ. Пĕччен пурăнакан карчăк-шăрчăксем таранах çак яваплăха туйса, паянхи евĕр каласан, рейда тухнă. Хăйсен вăйĕ çитменнисем çамрăксене ыйтнă. Паян вара ун пек афишăна музейри экспонатсем хушшинче те кураймăн. Ырă ĕç, ырă йăла хăйне-хăйех пăрахăçа тухрĕ, истори страницине çеç çырăнса юлчĕ темелле.
Ку чухне ĕлĕкхипе танлаштарсан çĕрпе пĕлĕт пекех ăрасна, пуян та тулăх пурăнатпăр. Апла пулин те хамăра-хамăр инкек-синкекрен, уйрăмах вут-кăвартан сыхласси, пурлăха упрасси, перекетлесси хавшаса пырать темелле. Такам çине шанатпăр, асăрханмастпăр, пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пĕле тăркачаках пăхăнмастпăр тата ытти те. Сăмахран, ку таранччен пирĕн районта пулнă 21 пушартан ытларах пайĕ шăпах каçхине, çынсем тутлă ыйхăра чухне сиксе тухнă. Юлашкинчен Аслă Чементе пулнă пушар та çурçĕр иртсен амаланма тытăннă. Енчен те вырăнта ĕлĕкхиллех кас хуралĕ тăнă, ăна вăхăтра асăрханă пулсан, вут-кăвар серепинчен ĕмĕр тăрăшшĕпе мăшăр кăвакарчăнсем евĕр пурăннă арăмĕпе упăшкине те çăлса хăварма пулатчĕ-тĕр... Çакнашкал ỹкĕнĕçлĕ тĕслĕхсем вара пирĕн тăрăхра пулсах тăчĕç-ха. Урăхла каласан, районти пушар надзорĕн ĕçченĕсем пушарчченех "чан" çапнине, профилактика çине профилактика тунине, калаçусем ирттернине хăлха урлă çеç ирттерсе янăн туйăнать. Ахальтен мар ĕнтĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан пушарниксем икĕ хута яхăн ытларах вут-кăварпа куçа-куçăн тăнă!
Паян пурнăçра чăнах та çĕнĕлĕхсем, ырă пулăмсем нумай. Ăна ырламалла çеç. Çапах та иртнисĕр малашлăх çук тенĕ евĕр, ял тăрăхĕсенче унчченхи кас хуралĕсене çĕнĕрен чĕртни никама та сиен кỹмĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)