11 июня 2015 г.
Шкулта вĕренекенсемшĕн çуллахи каникул пуçланчĕ. Кĕçĕн классенче вĕренекенсем пĕлỹ çурчĕ çумĕнчи лагерьсенче, кану учрежденийĕсенче сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. Аслă классенче ăс пухакансем вара ашшĕ-амăшне пулăшас, хăйсене валли кăшт тыткаламалăх укçа пултăр тесе ĕç шыраççĕ. Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çакна шута илсе 18 çул тултарман яш-кĕрĕме вăй хумалли вырăн тупса парассипе те тимлет. Кăçал çулталăк тăршшĕпе çул çитмен 600 çамрăка пулăшма палăртнă, хăш-пĕр организацисемпе ятарлă килĕшỹ тунă. Июнь уйăхĕнче _ 100, июльте, августра 60 ачана ĕçлĕ тăвĕç.
Центр урлă тăрăшакан хĕрсемпе каччăсен ĕç кĕнеки те пулать. Çакă, паллах, пулас пенсин пухăнса пыракан пайне пуянлатма та май парать.
(Хамăр корр.).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)