11 июня 2015 г.
Шăнкăртам ял тăрăхĕнче вăл. Тикеш тата Нăрваш Шăхаль ялĕсем еннелле кайнă çĕре вырнаçнă. Ăна лаша спортне малалла аталантарас тĕллевпе тунă. Ку ене кăмăллакансен йышĕ сахал мар-çке.
Ипподром тăвас ĕçе йышлăн хутшăнчĕç. Пуçарăва хаваспах ырларĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Р. Айзатуллов ертсе пынипе районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Краснов, лаша спорчĕн ăмăртăвĕсене хутшăнакан Шăнкăртамри И. Забиров, М. Тухфетуллов, М. Тазетдинов, С. Абейдуллов, А. Хамбиков, Г. Ахтямов тăрăшнипе çĕкленчĕ вăл.
Ипподрома уçма район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов тата ытти районсенчи лаша спортне юратакансем йышлăн пуçтарăнчĕç. Малашне кунта ăмăртусем йышлă ирттерме ăнăçусем сунчĕç. Кăçалхине вара 11 рысак хутшăнма кăмăл турĕ. Йăпанăçлă старта 4 лаша тăчĕ. Пĕрремĕш вырăна "Катюша" (М. Тазетдинов, Шăнкăртам) тухрĕ. Иккĕмĕшне "Галиатроп" (Ульяновск хули, П. Сидоров), виççĕмĕшне "Гестолог" (С. Абейдуллов) йышăнчĕ.
Финалти стартра пĕрремĕш вырăнта "Комбинатор" (С. Кузьмичев, Пăлапуç Пашьел), иккĕмĕшĕнче _ "Гамбург" (А. Краснов, Тикеш), виççĕмĕшĕнче "Неформальный" (А. Каргин, Кивĕ Ахпỹрт) пулчĕ.
Çакна та палăртса хăвармалла, ырă йăлана йĕркене кĕртмешкĕн Ульяновск хулинчи тĕп ипподромран килнĕ А. Удриванов аслă судья пулса хутшăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем парнесене тивĕçрĕç.
Халĕ паттăр янаварсемпе вĕсен хуçисем районти Акатуй-сабантуйра, "Хĕвеллĕ" уçланкăра июнĕн 13-мĕшĕнче хăйсен пултарулăхне кăтартма хатĕрленеççĕ.
Н. КРАСНОВ, ăмăрту судйи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)