17 июня 2015 г.
ЫРАН, июнĕн 18-мĕшĕнче, мăсăльман тĕн йăли- йĕркине тытса пыракансемшĕн аслă типĕ _ Ураза-байрам пуçланать. Пĕр уйăха тăсăлать вăл. Çак тапхăрта çынсем типĕ тытса хăйсен çылăхĕсемшĕн ỹкĕнĕç, çывăх çынсемпе мĕскĕнсене ырă туса пулăшĕç, пуринпе те кăмăллă, йĕркеллĕ калаçма тăрăшĕç, усал ĕçрен айккинче тăрĕç тата ытти те.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)