17 июня 2015 г.
.Районти ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем хĕле валли выльăх апачĕ хатĕрлеме пуçланă. Ĕнерхи кун тĕлне 2300 тонна сенаж хунă. Ку ĕç уйрăмах "Батыревский" тата "Корма" хуçалăхсенче аван пырать.
Утă 687 тонна янтăланă.
Нумай çул ỹсекен курăксене 1218 гектар çулнă.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çум курăкран гербицид сапаççĕ. 15880 гектарта ĕçе вĕçленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)