17 июня 2015 г.
Мĕн авалтанах пирĕн мăн асаттесемпе асаннесем, йăх-несĕлĕмĕре ламран-лама куçарса пыракансем çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн çĕр-аннемĕре тав туса пĕрле ларса ака пăтти çинĕ, ун хыççăн Акатуйне пуçтарăнса чун савăнăçне пайланă, юрланă-ташланă, вăйă картине тăнă, çак ятпа ятарласа кăпăклă сăра вĕретнĕ... Йăлана кĕнĕ йĕркепе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи ĕç паттăрĕсемпе ытти матур ывăл-хĕрĕ, аякри-çывăхри тăвансемпе пĕлĕшсем, хисеплĕ ентешсем ытарайми "Хĕвеллĕ" уçланкăна июнĕн 12_13-мĕшĕсенче 64-мĕш хут пуçтарăнчĕç.
Район шайĕнчи çак пысăк уява йĕркеллĕ те кăмăллă ирттерсе ярас тесе район комиссийĕ те сахал мар тăрăшни сисĕнчĕ. Чăн малтанах тĕп сценăна паянхи кунпа килĕшỹллĕн "тумлантарнă". Кăçалхи уяв Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине çеç мар, Раççей шайĕнче иртсе пыракан Литература, Чăваш Енре вара халăхăмăрăн паллă поэчĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халаллани тỹрех курăнать.
Уявăн тĕп программи пуçланиччен хамăр тăрăхра пурăнакан чăваш, вырăс, тутар, ирçе тумне тăхăннă чипер хĕрсемпе сатур каччăсем пысăк вăйă картине тăрса акатуй сĕмне кĕртрĕç. Ун хыççăн вара артистсем тĕп сценăна йышăнса, Раççей тата Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ А. Шакин ертсе пынипе халăха юрă хыççăн юрă, ташă сюитисем парнелерĕç... Концерт программи уяв саланичченех тăсăлчĕ. Уявăн тĕп пайне уçма районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ, район пуçлăхĕ М. Петров, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕ И. Моторин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем О. Мешковпа П. Никифоров, Крым Республикипе тулай чăвашĕсем пурăнакан Оргенбург облаçĕн делегацийĕсем, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Семенов, Раççей инженери академийĕн действительнăй членĕ, тава тивĕçлĕ наука ĕçченĕ, Чăваш Республикин Патшалăх преми лауреачĕ Л. Кураков тата ытти официаллă çынсем, "Чувашпотребсоюз", "Чувашкредитпромбанк" представителĕсем хутшăнчĕç, район ĕçченĕсене пысăк та савăнăçлă уяв ячĕпе саламларĕç, тăрăшуллă та тухăçлă ĕçшĕн, район экономикине тĕреклетме пулăшнăшăн тав турĕç.
Кашни акатуйрах ял хуçалăх предприятийĕсенчи уй-хир ĕçĕнче, производствăра, фермер хуçалăхĕсенче е уйрăм бизнесра кăтартуллă тăрăшакан хастарсене ятран асăнаççĕ, вĕсене халăх умĕнче уйрăммăн чыслаççĕ. Чыса та мухтава тивĕçлисем хальхинче те йышлăн пулчĕç, кашниех Хисеп хучĕ е Тав çырăвĕпе пĕрлех хаклă парнесене те тивĕçрĕç. (Вĕсем пирки уйрăм материал пулĕ).
Юлашки вунă çулта пирĕн Патăрьел районĕ мĕнпур кăтартупа тенĕ евĕр республикăра пилотлисен шутĕнче. Çакă чăн малтанах районти влаç халăха тĕрĕс çул-йĕрпе ертсе пынипе çыхăннă. Унпа юнашарах ял ĕçченĕ хăйĕн тăрăшулăхĕпе, ăнланулăхĕпе, пултарулăхĕпе паян ĕнерхинчен, ыран паянхинчен пикенерех ĕçлени те пĕлтерĕшлĕ. Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов хăйĕн тĕп докладĕнче шăпах çĕр ĕçченĕпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, ытти производствăра вăй хуракансем тăрăшнипе пулнă кăтартусем пирки кашни отрасльпе уйрăмшарăн чарăнса тăчĕ.
_ Авăнмасăр, вăй хумасăр авăн çапма çук. Шансах тăратăп, Патăрьелсем хамăра чăрмантаракан çанталăк условийĕсене пăхмасăрах акса-лартнă культурăсене вăхăтра, çухатусăр пуçтарса кĕртĕç,_ çапла пуçларĕ Николай Иванович хăйĕн сăмахне çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ май. Ял хуçалăх ĕçĕнче нихăçан та йывăрлăхсемсĕр пулмасть. Пирĕн район вĕсене яланах парăнтарма, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме хăнăхнă. Хальхи вăхăтра, сăмахран, вунă хуçалăхра шăвармалли хатĕрсемпе усă курса культурăсене кирлĕ пек ỹсме, аталанма пулăшаççĕ. Турă паракан çанталăк условийĕпе çеç лăпланса ларнипе тухăçа ỹстереймĕн.
Районта çулсеренех строительство платформи сарăлса, аталанса пыни те кăмăллă. Çĕршыв экономики çăмăл мар лару-тăрура иккенне пăхмасăрах паян пирĕн районти "Исток" çĕрĕç фирминче 400 ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ вите, Çĕнĕ Ахпỹртре Л. Краснова фермер хуçалăхĕ 500 тонна, Тикешре В. Антонов фермер 300 тонна пахча çимĕç управне тăваççĕ. Районта выльăх-чĕрлĕх йышне чакарманни, маларахри çулпа танлаштарсан продукци туса илессине ỹстерсе пыни, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма çулсеренех çул уçса пыни хамăр хыснана пуянлатма пулăшакан çăл куçсем. Иртнĕ çулта çеç Юхмапа Пăла тăрăхĕнче аталанса пыракан пĕчĕк тата вăтам бизнес субъекчĕсенчен 15 миллион тенкĕ налук кĕнĕ.
Докладра социаллă сферăри стабильлĕх, демографи лару-тăрăвĕ лайăхлансах пыни пирки те конкретлă тĕслĕхсене итлеме кăмăллă пулчĕ. Амăш капиталĕн федераци программи пурнăçа кĕме пуçланăранпа (сакăр çулта) 2365 çемье çăмăллăхпа усă курма паракан сертификата алла илнĕ. Кăçал _ 107 çемье. Нумай ачаллă çемьесене çĕр участокĕпе тивĕçтересси _ 71 процент. Ку таранччен вăрçă участникĕсен пурăнмалли условийĕсене лайăхлатмалли программăпа 400 ветеранăн ыйтăвне тивĕçтернĕ.
Патăрьелсем çĕнĕ çурт-йĕр туса хута ярассипе те республикăра кăтартуллисенчен пĕрисем. Кăçалхи пилĕк уйăхра çеç 5 пин квадратлă метр пурăнмалли çурт тунă. Малашлăх плансем те пысăк: çĕнĕ те хăтлă хваттерсемпе 13 çамрăк çемьене, ялта ĕçлесе пурăнакан 17 çамрăк специалиста, çичĕ тăлăх ачана, нумай ачаллă икĕ çемьене, 13 ветеранпа унăн çемйине тивĕçтермелле.
Кучухне Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Михаил Игнатьев массăллă спорта аталантарас, çынсене физкультурăпа спорта явăçтарас, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнас ыйтусене тăтăшах çивĕчлетет. Ку тĕлĕшпе те пирĕн район ыттисемшĕн ырă тĕслĕх темелле. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки вунă çулта физкультурăпа сывлăха çирĕплетес ĕçе ăнăçлă йĕркелесе пынине пĕтĕмлетекен республикăри ăмăртура Патăрьелсем тăтăшах çĕнтерỹçĕсем хушшинче. Çулсеренех пирĕн тăрăхран икшер спорт мастерĕпе Раççей спорт мастерĕн вуншар кандидачĕсем, пĕрремĕш разрядлă спортсменсем йышлăн "пиçсе" тухни те Юхма Ен ĕç паттăрĕсене çеç мар, пултаруллă спортсменсене те çитĕнтернине çирĕплетет. Ахальтен мар ĕнтĕ район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов хăйĕн пĕтĕмлетỹ сăмахĕнче район малашне те пĕр тикĕс аталанса пырасса, палăртнă тĕллевсем пурнăçланасса çирĕп шаннине каларĕ. Çапла пулма пирĕн сăлтав çук мар: нумай нациллĕ халăх ĕçчен те тăрăшуллă, пултаруллă, тарават...
Çак шухăшсенех хăйĕн сăмахĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И. Моторин та палăртрĕ, Патăрьелсен ĕçченлĕхне уйрăмах уйăрса каларĕ, тăван уй-хирте акса-лартса хăварнă культурăсене ăнăçлă пуçтарса кĕртме ырă сунчĕ.
Акатуйăн тĕп сцени çинче сцена ăстисем хуçаланнă вăхăтра уçланкăри кашни кĕтес шăв-шавпа, савăнăçлă вăйă-кулăпа тулчĕ. Программăпа килĕшỹллĕн вăйлинчен вăйлисем тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсенче хăйсен пултарулăхне тĕрĕслерĕç, вылярĕç, савăнчĕç, техĕмлĕ какай турамĕнчен хатĕрленĕ шашлăка та тутанчĕç... Кăçалхи уяв уйрăмах шăпăрлансемпе пысăкрах ачасемшĕн асра юласси те паллă. Пирĕн акатуй-сабантуя Мари Республикинченех çитнĕ ĕлĕкхи кареттăллă хуçа вара хăйĕн урхамахĕпе икĕ кун ача-пăчана ярăнтарса çỹрерĕ. Укçаллă çăмăллăхсем вара кашни утăмрах пулчĕç: капăр тум тăхăннă пĕчĕк понисем те пĕлтĕрхинчен самай ытларах, кунтах кимĕпе ишмелли пĕчĕк "кỹлĕсем", пемелли тирсем, мотоциклсен, машинăсен ипподромĕ, шуса ярăнмалли çỹллĕ "сăртсем" тата ытти те.
Раççей кунĕпе тỹр килнĕ Акатуй-Сабантуй "Хĕвеллĕ" уçланкăра икĕ кун кĕрлерĕ. Унта ватти-вĕтти кăмăлтан савăнчĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)