АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыс та мухтав сире, çĕнтерỹçĕсем

17 июня 2015 г.

Чи нумай продукци илнисем Выльăх-чĕрлĕхе лайăх хĕл каçарнăшăн тата пысăк кăтартусемшĕн, хĕллехи тапхăрта сĕт _ 851 тонна, пĕр ĕнерен вăтамран сĕт 3039 килограмм суса илнĕшĕн, ĕне-выльăх 670 центнер ỹт хушнăшăн, 100 ĕне пуçне 99 пăру илнĕшĕн тулли мар яваплă "Батыревский" пĕрлешĕвĕн фермине (ертỹçĕ _ П. Ялуков, тĕп зоотехник _ А. Полякова) çĕнтерỹçĕ тесе йышăннă.

"Звезда", "Исток", "Красное знамя", "Труд", "Малалла" хуçалăхсен фермисем те лайăх ĕçленине палăртнă.

Выльăх-чĕрлĕх пăхакансем хушшинче çĕнтерỹçĕсем тесе çаксене йышăннă, диплом тата укçан преми парса хавхалантарнă:

Тулли мар яваплă "Батыревский" пĕрлешĕвĕн доярки Вера Киргизова, вăл хĕллехи тапхăрта пĕр ĕнерен 3587 килограмм сĕт сунă.

"Звезда" хуçалăхри ĕне-выльăх пăхакан Наталья Перепелкина, вăл пĕтĕмĕшле 128,5 центнер самăртнă, талăкра вăтамран 871 грамм ỹт хуштарнă.

"Юрма" агрохолдингра сысна пăхакан Ирина Данилова, вăл пĕтĕмĕшле 128,5 центнер самăртнă, талăкра вăтамран 752 грамм ỹт хуштарнă.

В. Михеева ("Исток"), Н. Михеева ("Исток"), Г. Соловьева ("Исток"), А. Крысова ("Звезда"), М. Сидукова ("Батыревский") дояркăсене, Н. Автономова ("Батыревский"), В. Пайдютов ("Красное знамя"), Д. Алексеева ("Тойсинская"), Н. Ибетов ("Исток"), Н. Герасимова ("Труд") ĕне-выльăх пăхакансене, З. Осипова ("Труд") сысна самăртакана ырăпа асăннă.

Мала тухнисем

Агропромышленность тата строительство комплексĕсен 2014 çулхи производствăпа финанс ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ хыççăн экономика ăмăртăвĕнче ял хуçалăх предприятийĕсенчен çаксене çĕнтерỹçĕсем тесе йышăннă:

_ тулли мар яваплă "Батыревский" пĕрлешỹ _ ял хуçалăх производствин пур отрасльне те аталантарнăшăн, чи лайăх экономика кăтартăвĕшĕн (ертỹçĕ _ П. Ялуков, экономист _ С. Казенова, тĕп бухгалтер _ Р. Сейфуллина);

_ "Малалла" ял хуçалăх эртелĕ _ ỹсен-тăран отраслĕнчи лайăх кăтартусемшĕн (ертỹçĕ _ М. Петров, агроном _ Н. Лукин);

_ "Звезда" ял хуçалăх производство кооперативĕ _ выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лайăх кăтартусемшĕн (ертỹçĕ _ В. Кузнецов, тĕп зоотехник _ В. Щукина).

Строительство комплексĕсен организацийĕсемпе предприятийĕсем хушшинче:

_ тулли мар яваплă "Энергострой" пĕрлешỹ _ пĕлтĕр строительствăпа монтаж ĕçĕсене 56,67 млн тенкĕлĕх пурнăçланăшăн (ертỹçĕ _ И. Маков, тĕп бухгалтер _ А. Макова, тĕп инженер _ Д. Алимов).

Çĕнтерỹçĕсене пурне те пĕрремĕш степеньлĕ дипломпа тата хаклă парнесемпе наградăланă.

Хисеплĕ ята тивĕçнисем 2014 çулхи экономика ăмăртăвне пăхса тухса тата массăллă професси ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсене тĕпе хурса çак çынсене "Професси тĕлĕшĕнчен чи лайăххи" ятпа чысланă:

"Районти чи лайăх бригадир" _ "Тойсинская" агрофирмăн бригадирĕ Г. Жуков, производствăри пысăк кăтартусемшĕн.

"Районти чи лайăх агроном" _ Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕн тĕп агрономĕ В. Ильин.

"Районти чи лайăх механизатор" _ Е. Мартышкин фермер хуçалăхĕнче тăрăшакан М. Трифонов.

"Районти чи лайăх тракторист" _ "Труд" хуçалăхри В. Баскаков.

"Районти чи лайăх водитель" _ "Красное знамя" хуçалăхри В. Чермасов.

"Районти чи лайăх финансист" _ "Исток" агрофирмăн тĕп бухгалтерĕ Л. Воробьева

"Районти чи лайăх эколог" _ Шăмăршă лесничествин Турханкасси участокĕн мастерĕ В. Михайлов.

"Районти чи лайăх выльăх пăхакан" _ А. Лялькин фермер хуçалăхĕнчи И. Касьянова.

"Районти чи лайăх фермер" _ Именкассинчи И. Шарафутдинов.

"Районти чи лайăх ветеринари ĕçченĕ" _ Шăнкăртамри ветеринари лечебницинчи Т. Мустафин ветфельдшер.

"Районти тирпейлекен производствăри чи лайăх ĕçчен" _ тулли мар яваплă "Союз" пĕрлешĕвĕн бригадирĕ Р. Абубекерова.

"Районти чи лайăх строитель" _ "ТПК "Шыгырданы" пĕрлешĕвĕн тĕп инженерĕ А. Куртлюков.

"Районти чи лайăх медицина ĕçченĕ" _ Патăрьелĕнчи тĕп больницăри М. Галялтдинов эндоскопист-врач.

"Районти чи лайăх суту-илỹ ĕçченĕ" _ районти потребительсен обществин Сăкăтри лавкка заведующийĕ Г. Назарова.

"Районти чи лайăх культура ĕçченĕ" _ районти централизациленĕ библиотека системин методика пайĕн заведующийĕ И. Гаврилова.

"Районти чи лайăх спортсмен" _ "Паттăр" ача-пăча спорт шкулĕн Нăрваш Шăхалĕнчи филиалĕн выпускникĕ И. Петрова.

"Районти чи лайăх энергетик" _ Чăваш Республикинчи Раççейри пушара хирĕç кĕрешекен пĕрлешĕвĕн районти уйрăмĕн электромонтажникĕ А. Петрухин.

"Районти чи лайăх вĕрентỹ ĕçченĕ" _ Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн преподавателĕ Ю. Васюткин.

"Районти чи лайăх муниципалитет служащийĕ" _ Тутар Сăкăт ял тăрăхĕн специалисчĕ З. Шарафутдинова.

"Районти чи лайăх повар" _ Сăкăтри вăтам шкул поварĕ Л. Тинюкова.

"Районти чи лайăх çыхăну ĕçченĕ" _ "Ростелеком" пĕрлешĕвĕн Канаш филиалĕн районсем хушшинчи центрĕн Патăрьелĕнчи линипе техника цехĕн техникĕ М. Пласкина.

"Районти чи лайăх предприниматель" _ Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов предприниматель-фермер.

Сăкăтри Александр Федорович Кудряшовăн килти хушма хуçалăхĕ "Чи лайăх хушма хуçалăхĕ" хисепе тивĕçнĕ.

х х х

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшỹллĕн ял хуçалăхĕнче нумай çул тата тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн "Малалла" ял хуçалăх эртелĕн тĕп инженерне Н.М. Пазухина "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ", "Исток" агрофирмăн дояркине В. Д. Михеевăна

"Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ", педагогика тата воспитани ĕçĕнче нумай çул тата тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Хирти Пикшикри вăтам шкулти Талия Незиповна Земдихановăна "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ" ятсене панă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн муниципалитет службинчи пахалăхлă ĕçшĕн район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, экологи çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалисчĕ Ю.А. Никитин Тав хутне илнĕ.

х х х

Агропромышленность комплексĕнче нумай çул тата тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине çак çынсем тивĕçнĕ:

А.Л. Илюткин _ "Исток" агрофирмăн генеральнăй директорĕ;

О.И. Шайдукова _ "Первомайск" СХПК доярки;

П.М. Шапкин _ "Красное знамя" СХПК скотникĕ. Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Тав хутне илнĕ:

Р.Н. Сейфуллина _ "Батыревский" пĕрлешĕвĕн тĕп бухгалтерĕ;

И.А. Мухамедрахимова _ "Батыревское молоко" кооперативăн тĕп бухгалтерĕ;

Г.В. Сидорова _ "Малалла" эртелĕн тĕп экономисчĕ.

А.М. Каруков _ "Красное знамя" хуçалăхăн тĕп энергетикĕ.

х х х

Раççей Федерацийĕн ĕç татат социаллă хỹтĕлев министерствин Хисеп грамотине Турханти психоневрологи интерначĕн хуçалăх пайĕн начальникне Г. А. Салмина панă. Районта тухса тăракан "Авангард" хаçатăн куçару пайĕн редакторĕ Г.М. Чинкина тата социаллă пурнăç пайĕн редакторĕ А.И. Астраханцева нумай çул тата тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн массăллă коммуникаци тата çыхăну министерствин Хисеп грамотине илме тивĕçнĕ.

х х х

Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине илнисем:

Ю. Г. Кошкин _ "Юрма" агрохолдингăн Патăрьелĕнчи подразделенийĕн директорĕ;

А.Н. Казенов _ "Батыревский" пĕрлешĕвĕн уй-хир бригадирĕ, ĕç сыхлавĕн инженерĕн тивĕçĕсене туса пыраканĕ;

А.В. Игорева _ Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕн ĕçченĕ;

А.И. Яковлев _ "Труд" СХПК тракторисчĕ;

Ю.Н. Рыбаков _ "Звезда" СХПК инженерĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика