АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлисенчен вăйлисене _ пьедестал çине

17 июня 2015 г.

 Çулленхи "Акатуй-Сабантуйра" спорт ăмăртăвĕсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Кашни енлĕ тупăшу патĕнчех халăх йышлă. Ăмăртăва хутшăнакансене куракансем хавхалантарни те пĕлтерĕшлĕ. Хăйĕн вăй-халне виçме çамрăкки те, асли те ỹркенмест. Малтанах старта шкул çулне çитмен ачасем тăчĕç. Вĕсем велосипедпа ăмăртрĕç. Пĕрремĕш-иккĕмĕш вырăнсене Çĕнĕ Ахпỹртри И. Степановпа Нăрваш Шăхалĕнчи Д. Артемьев тухрĕç. Хĕрачасенчен Сăкăтри В. Лаврентьева малта.

Аслăраххисем хушшинче велосипеда Нăрваш Шăхальсем вырăна хуни паха. Пьедестала пурте çак шкулта вĕренекенсем йышăнчĕç. Мала вара Л. Селиванов тухрĕ. Хĕрачасенчен Первомайскинчи Н. Никитина чи лайăх вăхăт кăтартрĕ. Тепĕр ушкăнра вара В. Софроновпа А. Кудрявцева харсăрсем пулчĕç.

Çăмăл атлетсем 100 тата 800-шер метрлă дистанцисенче ăмăртрĕç. Финиша чи малтан Патăрьелĕнчи А. Семеновапа С. Быков кĕчĕç. Спортсменсен парачĕ вăхăтĕнче уяв ялавне хăпартма тивĕç пулнă Нăрваш Шăхалĕнчи И. Петрова 800 метра çăмăллăн парăнтарчĕ. Арçын ачасенчен Аслă Чементи А. Макаров малта. Тепĕр этапра каллех Нăрваш Шăхалĕнчи А. Тукмаковапа Аслă Чементи П. Макаров пуринчен харсăрсем пулчĕç. Аслă çулхисенчен Кивĕ Катекри М. Зайцев, Хурама Тварти Т. Давыдов, Туçари В. Салмин чун-чĕрипе çамрăк пулнипе савăнтарчĕç.

Эстафета ăмăртăвĕнче вара Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Аслă Чементи, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулсен командисем пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Çемьесем хушшинчи эстафетăра Аслă Чементи Макаровсем финиша пĕрремĕш кĕчĕç. Волейболла выляссипе Туçасем палăрчĕç.

Алă вăй виçессипе хăйсен виçе категорийĕсенче Кзыл Камышри И. Якупов, Патăрьелĕнчи И. Алеев, Турханти П. Куприянов, Нăрваш Шăхалĕнчи М. Васильев, Патăрьелĕнчи А. Аппакова, Çĕнĕ Ахпỹртри О. Дмитриева, Шăнкăртамри Г. Абейдуллова, Çĕньялти И. Степанова, Козловкăри М. Артемьева, Çĕнĕ Ахпỹртри Н. Бородова, Кĕçĕн Патăрьелĕнчи Р. Калайбашев, Тутар Сăкăтĕнчи И. Сагатетдинов, Кзыл Камышри И. Якупов, Шăнкăртамри И. Купкенов, Тутар Сăкăтĕнчи Н. Хасянов пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Шашкăлла выляса Тикешри В. Антонов çĕнтерчĕ. Шахматла Тутар Сăкăтĕнчи Т. Абянова парăнтаракан пулмарĕ.

Штанга йăтасси çăмăлах мар. Мелне пĕлсен йывăр атлетикăна та парăнтарма пулатех. Ку енĕпе хăйсен виçе категорийĕсенче Алманчăри А. Чихин, Нăрваш Шăхалĕнчи А. Сухарев, Алманчăри Д. Павлов, Тутар Тимешĕнчи Р. Сафин, Çĕньялти Л. Колпакова, Алманчăри С. Пахомов малти вырăнсене йышăнчĕç.

Тутар Тимешĕнчи Р. Сафин çавăн пекех кире пуканĕ йăтса та çĕнтерỹçĕ пулчĕ. Ку енĕпе Сăкăтри Михаилпа Анатолий Миловсем, Патăрьелĕнчи И. Махмутов, Первомайскинчи Н. Хромова, Нăрваш Шăхалĕнчи Д. Давыдов тĕрлĕ виçере пĕрремĕш вырăнсенче пулчĕç.

Патăрьелĕнчи А. Цветков, Хирти Пикшикри К. Фролов, Первомайскинчи М. Молочников, Хирти Пикшикри Е. Чернов, Шăнкăртамри И. Айзатуллов, Хирти Пикшикри А. Пугачев, А. Чашкин, Первомайскинчи Иринăпа Ксения Смирновасем, А. Смирнов, Çĕнĕ Ахпỹртри В. Фомин ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухрĕç.

Шăнкăртамри Д. Абдулвалеев, А. Ишмуратов, Тутар Сăкăтĕнчи И. Хакимов, Хирти Пикшикри А. Пугачев, Тутар Сăкăтĕнчи З. Вахитов, Шăнкăртамри Ф. Куряков, Ыхра Çырминчи Р. Яббаров, Шăнкăртамри Н. Кардонов наци кĕрешĕвĕнче çамрăксем хушшинче пьедесталăн çỹлти картлашки çине хăпарчĕç.

Арçынсенчен вара Шăнкăртамри М. Купкенов, Хирти Пикшикри Д. Хамдеев, И. Махмутов, И. Ханзяров мала тухрĕç.

Юлан утсен ăмăртăвĕнче çĕнтерỹçĕсен йышне Патăрьелсем кĕреймерĕç. Спортăн çак енĕ хавшаса пыни сисĕнет. Лашапа чупса Пăлапуç Пашьелĕнчи С. Кузьмичев ("Комбинатор") мала тухрĕ.

"2014 çултан пуçласа республикăра кашни уйăхрах Сывлăхпа спорт кунĕ иртет, спортпа туслашас текен кашни çынах ун чухне спорт объекчĕсемпе тỹлевсĕр усă курма пултарать. Паян Чăваш Ен халăхĕн 37 проценчĕ физкультурăпа тата спортпа тăтăшах çыхăну тытать. Пирĕн "Çăлтăрпа пĕрле зарядкăна" проекта халĕ çĕршывра лайăх пĕлеççĕ, вăл республикăра пурăнакан пĕтĕм çыншăн физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли чи юратнă массăллă меропрятисенчен пĕри пулса тăчĕ".

(Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çыруран)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика