17 июня 2015 г.
В. АНТИПОВ, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул учителĕ.
Районта çулсерен иртекен Акатуй-Сабантуя кăмăлтан хутшăнатпăр эпир. Сахал йышпа та мар. Çанă тавăрса пĕлỹ пухнă черетлĕ вĕренỹ çулĕ хыççăн пирĕн те канас та, савăнас та килет. Килĕшет те вăл пире.
Хамăрăн курăмлă çитĕнỹсем пуррине палăртасшăн.
Районта ирттернĕ "Зарница" вăйăра виççĕмĕш, "Орленокра" пĕрремĕш вырăнсене çĕнсе илтĕмĕр, республикăрине хутшăнма тивĕç пултăмăр. Акатуйра хамăр пултарулăха, сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине мала хунине тепĕр хут та çирĕплетрĕмĕр. Çивĕч кĕрешỹре эстафета ăмăртăвĕнче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата Аслă Чементи вăтам шкулăн вăйлă командисене хыçа хăварса финиша пĕрремĕш кĕтĕмĕр. Районта иртекен кирек мĕнле ăмăртăва та пирĕн спортсменсем хастар хутшăнаççĕ. Пултаруллисенчен те пултаруллисем сахал мар: С. Быков, Я. Васюткина, Т. Пушкина, К. Каллина, А. Арланова, А. Семенова, К. Семенова, А. Мышин, С. Трифонов, В. Журавлев, И. Тукмаков, Н. Михайлов татах кăçалхи акатуй паттăрĕсем пулчĕç те.
Спорта аталантарас ĕçе патшалăх пысăк тимлĕх уйăрни те савăнтарать. "Единая Россия" парти Съезчĕн йышăнăвĕпе акă кăçал пирĕн шкулти спорт зала тĕпрен юсама палăртнă. Çакă та малашлăхра ăмăртусене хастар хутшăнса малти вырăнсене çĕнсе илме хистеттерет.
Редакцирен: çак сăмахсен авторĕ Виктор Львович ачасене çарпа патриотла воспитани парас ĕçре пысăк çитĕнỹсем тунăшăн, çамрăк граждансене çар службине тăма хатĕрленĕшĕн "Патриот России" медале тивĕçнĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)