АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комментарисем

17 июня 2015 г.

 Н. МАЛОВ, "Единая Россия" партин чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ:

"Çак хыпара эпир пурте кĕтнĕ, тĕрĕссипе вăл _ ĕçлĕ самант. Политканаш ларăвĕн кун йĕркинче виçĕ ыйту пулчĕ. Вĕсене пăхса тухрăмăр, Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне суйламалли кандидатура тĕлĕшпе партин малтанхи шалти сасăлавне ирттерессине палăртрăмăр. Çапла вара çирĕплетсех калама пулать: праймриз старт илчĕ.

Çавăн пекех регион уйрăмĕн 22-мĕш конференцине йĕркелеме йышăннă _ вăл июнĕн 24-мĕшĕнче иртет. Çак кунах конференцире регион Пуçлăхĕн партирен сĕнекен кандидатурин ятне пĕлтерĕç.

Тепĕр хыпар _ сенатор кандидатурипе çыхăннăскер. Политканаш йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Федераци Канашĕн членĕн _ ЧР Патшалăх Канашĕн представителĕн должноçне йышăнмашкăн Вадим Иванович Николаев кандидатури çинче чарăнтăмăр".

х х х

Ю. ПОПОВ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ:

"Михаил Игнатьев вăхăт çитиччен отставкăна яма ыйтса çырнипе Раççей Президенчĕ ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан пулма çирĕплетекен Указ кăларчĕ. Путинăн çак шанăçне Михаил Васильевич хăйĕн ĕçĕпе тивĕçрĕ. Республикăра 5 çулта питĕ нумай ĕç пурнăçланă. Çитес суйлавсенче вăл "Единая Россия" партин тивĕçлĕ кандидачĕ пулĕ тесе шутлатăп".

х х х

А. АНДРЕЕВ, Шупашкар хулинчи депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, "Юрат" ООО çутă техника предприятийĕн генеральнăй директорĕ:

"Эпĕ июнĕн 9-мĕшĕнче историри паллă тĕп пулăм пулса иртрĕ тесе шутлатăп. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Михаил Игнатьева Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан туса хунă йышăнăва ырлатăп. Михаил Васильевич ертсе пынă тапхăрта пирĕн республика питĕ нумай ĕç тунă, тăваççĕ те. Çакна эпĕ бизнесмен, депутат, 4 ача ашшĕ куçĕпе пăхса хаклатăп. Хамăн округра пурăнакансемпе час-часах тĕл пулатăп. Çынсем Чăваш Ен пуласлăхне Михаил Васильевичпа тата унăн командипе çыхăнтараççĕ".

х х х

Ю. КИСЛОВ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Шупашкарти 2-мĕш номерлĕ çăкăр завочĕн генеральнăй директорĕ:

"Владимир Владимирович Путинăн Указĕ маншăн кĕтменлĕх пулмарĕ. Михаил Васильевич Игнатьев Раççей Президенчĕпе тата "Единая Россия" партин Чăваш Енри уйрăмĕн командипе пулнине эпĕ питĕ лайăх пĕлнĕ. Эпир пурте пирĕн юратнă республикăра пурнăç лайăхлантăр тесе тăрăшатпăр, кăтартусем эпир тĕрĕс çул-йĕрпе пынине çирĕплетеççĕ. Раççей ертỹçи хăйĕн йышăнăвĕпе Чăваш Ен çыннисен шухăшне çирĕплетрĕ тесе шутлатăп".

Акатуй тĕлĕнтермĕшĕсем!

Акатуй-Сабантуйри спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă çулĕпе чи аслă шурсухал _ Татмăшран. 83 çулхи Василий Николаевич Максимов 16 килограмлă кире пуканне çăмăллăнах 35 хутчен çĕклерĕ.

Хĕрарăмсенчен вара спорт ăмăртăвĕсен илемĕ _ Первомайскинчи Наталия Хромова пулчĕ. Икĕ ача амăшĕ пĕр пăтлă пукана 89 хутчен хăрах алăпа çỹлелле ывтăнтарса çĕклерĕ. Спортсменка Пикшик ял уявĕнче тата пысăкрах рекорд тунă: çак кăтартăва 120е çитернĕ!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика