АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксем те Акатуй паттăрĕсем

17 июня 2015 г.

Июнĕн 12-мĕшĕнче "Хĕвеллĕ" уçланкăра ачасен районти "Акатуй-Сабантуйĕ" иртрĕ. Вăл "Литература _ общество совеçĕ, унăн чун-чĕри" чĕнỹпе пулчĕ. Уява район администраци пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕ тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ В. Осипов уçрĕ. Черетлĕ вĕренỹ çулĕ тухăçлă вĕçленнине палăртса ỹсĕмсем çинче кăштах чарăнса тăчĕ. Республика, район шайĕнчи олимпиадăсемпе конкурссенче йышăнакан призлă вырăнсен шучĕ ỹссе пынине палăртрĕ. Спортра пысăк çитĕнỹсем пулсах тăраççĕ. Волонтерсен юхăмĕ вăй илет.

Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов вара ỹсĕмсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Шкулсенче вĕренекенсен 93 процентне халĕ кĕнекесемпе тата вĕренỹ хатĕрĕсемпе тивĕçтереççĕ. Район администраци пуçлăхĕн стипендине 5 ача тивĕç пулнă. 2001 çултанпа ăна 75 ача илнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине вара 25 çамрăк алла илет. 2007 çултанпа творчествăри пысăк ăнтăлушăн паракан укçана 126 каччăпа хĕр тивĕçнĕ.

Вĕрентĕве бюджетран каякан укçа-тенкĕ сахалах мар. Вăл 390 миллион тенкĕпе танлашать. Çакă ĕç тỹлевĕ, вĕренỹ пособийĕсем çине, инновациллĕ проектсене пурнăçа кĕртме каять. "Единая Россия" парти съезчĕн сĕнĕвĕпе килĕшỹллĕн яллă вырăнсенчи спортзалсене юсасси малалла пырать. Кăçал çак чыс Патăрьелĕнчи иккĕмĕш, Аслă Чементи тата Туçари вăтам шкулсене çитет.

5 çулта вĕрентỹ учрежденийĕсенчи пурлăхпа техника базине 7 миллион тенкĕлĕх тĕреклетнĕ. 19 шкулти юсава 31 миллион тенкĕ ытла янă.

Шкулсенче икшер вĕри апат çитереççĕ. Çуллахи вăхăтра кану лагерĕсене 800 ытла ача çỹремелле. Çĕрĕшĕ район тулашĕнчи лагерьсене каяççĕ.

36 ялти 900 ытла ачана 14 вĕрентỹ учрежденине 20 шкул автобусĕпе турттараççĕ. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлă тытнисем çĕршывăн тĕрлĕ аслă шкулĕнче ăс пухаççĕ.

Вĕрентỹ системинче 500 ытла педагог ĕçлет. Вĕсен 95 проценчĕ аслă пĕлỹллĕ.

Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче Раççей олимпиадин регионти тапхăрĕнче 20 призлă вырăн йышăннă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Е. Красновапа Алманчăри вăтам шкулти Ю. Иванов вĕрентекенсем "Пулас ученăйсен наставникĕсем" номинацие тивĕçрĕç. Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти Г. Махмутова республикăра "Çулталăкри педагог-психолог" ята çĕнсе илчĕ. Ч. Ишмуратова вара 25 çулчченхи класс ертỹçисем хушшинче "Самый классный классный" ята тивĕçрĕ.

Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ республикăри смотр конкурсра 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. О. Терентьевапа (велоспорт) Д. Давыдов (кире) Раççей спорт мастерĕн нормативĕсене тултарчĕç.

Икĕ хутчен Раççей кĕмĕл медальне тивĕçнĕ И. Петрова, А. Адикинпа А. Шайманова, М. Киргизов, Н. Никитина, Д. Осипов ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тăваççĕ.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекен А. Чашкин, А. Порфирьев (Хирти Пикшик), Н. Шайдуков, К. Смирнова (Первомайскинчи вăтам шкул) лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ.

1,5рен пуçласа 6,5 çула çитичченхисене пуçламăш шкул пĕлĕвĕ парасси 64 процентпа танлашать.

Çỹлерех илсе кăтартнисене пурне те тăрăшуллă ĕçпе тунă. "Пĕччен суран _ типсе пырать, ушкăн сурать _ кỹлĕ пулать" теççĕ. Малашне те çапла ки- лĕштерсе ĕçлемелле пултăр",_ терĕ Н. Глухов хăйĕн сăмахне вĕçлесе. М. Игнатьев калашле: "... Пурте пĕрле, çине тăрса ĕçлесе, хамăрăн вăя обществăри пĕрлĕхе тата çирĕплĕхе упраса, йывăр вăхăтра пĕрне-пĕри пулăшса эпир Чăваш Енĕн кашни çемйишĕн, кашни çыннишĕн тата тулăхрах, тăнăç пурнăç тума пултаратпăр.

Пĕрле эпир нумай çитĕнỹ тăваятпăр! Пĕрлĕхре _ пирĕн вăй!"

Республикăри вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин рессурс тивĕçтерĕвĕн пай начальникĕ В. Кузьмин, Чăваш Республикинчи вĕрентỹпе кăтарту пособийĕсен коллекторĕн директорĕ Н. Никитин та паттăр енĕн ывăл-хĕрне мухтаса нумай ăшă сăмах каларĕç. Планпа экономика колледжăн директорĕ В. Устяк та уявпа саламласа хăйсем патĕнче вĕренекен пирĕн ентешсем кăтартуллă пулнине палăртрĕ. Акă, Туçари А. Углева лайăх вĕренỹпе пĕрлех тĕрлĕ шайри конкурса хутшăнса малти вырăнсене йышăнать-мĕн. Çавна май Анжеликăна вĕренỹ учрежденинех ĕçлеме хăварас кăмăлĕсем пур.

Çĕнтерỹçĕсем, мала тухакансем Хисеп грамотисемпе парнесене тивĕç пулчĕç. Уçланкăра шкул пурнăçне çутатакан стендсем хăйсем патне илĕртрĕç. Алă ĕçĕсене палăртакан выставкăсене курса тĕлĕнме пулчĕ.

Ипподромра спорт ăмăртăвĕсем пычĕç. Ача-пăча карусельпе ярăнчĕ. Тĕп сцена çинче вара ташă-юрă ăстисен концерчĕ вăраха пычĕ. Уява Раççейри Литература тата Чăваш Енри К. Иванов çулталăкĕсене халалларĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика