АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коммуналлă çăмăллăхсен хакĕ ỹсĕ

17 июня 2015 г.

Июль уйăхĕнчен коммуналлă пулăшусемшĕн тỹлекен хаксем ỹсеççĕ. Ăшăпа тивĕçтернишĕн тариф республикипе _ 8,8, сивĕ шывшăн 11,8 процент хакланать. ЧР конкурентлă политикăпа тариф службин пуçлăхĕ Альбина Егорова пĕлтернĕ тăрăх _ çакă пирĕн республикăшăн саккунпа çирĕплетнĕ ỹсĕм виçинчен иртмест.

Кăçалхи июльтен хула халăхĕ электричество çутин пĕр кВт сехечĕшĕн 2 тенкĕ те 80 пус (ỹсĕм 7,3 процент), ял çынни 1 тенкĕ те 96 пус (ỹсĕм 7,1 процент) тỹлеме тытăнать. Çутçанталăк газĕн пĕр кубла метрĕ 5 тенкĕ те 4 пуса çитет (35 пус хакланать).

Аса илер, сахал тупăшлă çемьесем коммуналлă пулăшу тăкакĕшĕн яланхи пекех субсиди илме пултараççĕ. Республика бюджетĕнчен çакна валли 273,6 млн тенкĕ уйăрнă. Ку _ пĕлтĕрхи виçерен 20,9 процент ытларах. Кăçалхи январь-апрель уйăхĕсенче 15 пин те 885 çемье 90 млн тенкĕлĕх субсиди илнĕ. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Татьяна Богданова пĕлтернĕ тăрăх _ паянхи кун республикăри кашни тăваттăмĕш çемье пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тỹлевне саплаштарма пулăшу илет.

Чăвашстат кăтартăвĕпе кăçалхи майăн 25-мĕшĕ тĕлне коммуналлă пулăшу тарифĕсем пирĕн республикăра федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенчен йỹнерех пулнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика