20 июня 2015 г.
Шупашкарта Раççей шайĕнче пĕрремĕш хут çăмăл атлетикăпа командăпа чупса Европа чемпионачĕ иртни историне кĕрсе юлатех. Эпĕ те курма кайма кăмăл турăм унта. Спорт ĕçĕнче "сухалланнă" пулин те тĕлĕнмелли чылаях. "Олимпийский" стадион тĕпренех çĕнелнĕ. Маларах пулман администраци, салтăнса тумланмалли пỹлĕмсем, конференц-зал, пресс-центр йĕркеленнĕ. Ку чухнехи тренировка аренине çĕнĕрен тунăпа пĕрех.
Континентри чи лайăх пĕрлештернĕ командăшăн тупăшу хĕрỹ пырасси куç кĕретех. Раççей Ялавĕн чысне вара 48 çăмăл атлет хỹтĕлет. Вăл шутра А. Игнатьев ячĕллĕ спорт хатĕрленĕвĕн Центрĕн воспитанници А. Сидорова та пур. Мĕншĕн спорт çывăх-ха мана? Чупассипе çеç мар, хăвăрт утас енĕпе çĕнсе илнĕ тав хучĕсемпе дипломсем хамăн та сахал мар, паллах. 1993 çулта Раççей чемпионĕн ятне те тивĕçнĕччĕ. 2001 çултанпа шкулта физкультура вĕрентекенĕнче тăрăшатăп. Ĕç ỹсĕмĕ пурришĕн савăнатăп. Вĕренекенсем çулленех район, республика олимпиадисенче малти вырăнсене йышăнаççĕ. В. Фроловпа А. Медведев Раççей шайĕнчи олимпиада призерĕсем пулчĕç.
Кăçалхи районта иртнĕ Акатуй-Сабантуйра та эстафетăпа иккĕмĕш вырăна çĕнсе илтĕмĕр. 7 класри К. Фролова, В. Капитонова, Д. Матросова вĕренекенсен малашлăхĕ курăмлă. А. Кадушкин выпускник пирки вара каласа та пĕтереймĕн. Спортăн тĕрлĕ енĕпе малта вăл. 8-11-мĕш классенче вĕреннĕ чухне республикăра иртекен физкультура олимпиадисене хутшăнса призерсен шутĕнче пулчĕ. Кунашкалли халĕччен шкул историне çырăнманччĕ-ха. Артем спортри çирĕплĕхне пулах çар училищине вĕренме каясшăн.
Спортпа туслă ача умри тĕллевĕсене пурнăçлама пултаратех. Харсăрскерсем ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕç пулаççĕ. А. Семенова та çак шутах кĕртес килет.
Тĕреклĕ те çирĕп хул çурăмлă ỹссе çитĕнме майсем пурах. Хĕлле ярăнмалли йĕлтĕрсенчен килен-каянсем тахçанах тĕлĕнетчĕç. Паха йышшисем вĕсем пирĕн. Ытти спорт инвентарĕ те çук мар. "Единая Россия" парти Съезчĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн кăçал шкул спорт залне тĕпрен юсама пăхнă. Ĕçсем пуçланчĕç те ĕнтĕ.
Çитĕнекен ăрăва спорт енне туртăнтарас тесен хăвăн та кăтартуллă пулмалла. Район шайĕнчи ăмăртусене хутшăнсах тăратпăр. Вырсарникун акă Çĕрпỹре иртекен спорт уявне çемьепе каясшăн. Сашăпа Сергей ывăлсем çитĕнсе пыраççĕ. Ку хутĕнче Светлана Ивановна мăшăрăмпа тата кĕçĕннипе Данилпа хутшăнасшăн.
Спорт çынна ватăлтармасть. Сывлăх çăл куçĕ тесен те юрать. Çавăнпа унпа туслă пулмалла.
П. МАКАРОВ, Аслă Чементи вăтам шкулти физкультура учителĕ.
Чемпионата массăллă информаци хатĕрĕсен 100 ытла представителĕ çутатать. "Россия" тата "Евроспорт" телеканалсемпе тỹрремĕ-нех трансляцилеççĕ. Ăмăртусем паянпа ыран 15 сехетсенче пуçланаççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)