АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта ял хуçалăх министрĕ

20 июня 2015 г.

Юлашки çулсенче патшалăх ял хуçалăхне тимлĕх ытларах уйăрма тытăнни сисĕнет: çăмăллатнă кредитсем, субсидисем парать. Кăçал унăн пулăшăвĕ тата та витĕмлĕрех пулмалла. Шăпах çакăн пирки июнĕн 18-мĕшĕнче районта иртнĕ канашлура сăмах пуçарчĕ те ĕнтĕ Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ С. Павлов ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕсен ертỹçисемпе. Унта район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов тата пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх, экономика, экологи, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ М. Калмыков хутшăнчĕç. министрĕ Сергей Владимирович çавăн пекех çывăх вăхăтра элита вăрлăхсем туяннăшăн хуçалăхсене субсидисем парассине, 400 ĕнерен кая мар усракан, çĕнĕ витесем тăвакан хуçалăхсене тăкакланă укçан пĕр пайне каялла тавăрнине те пĕлтерчĕ. Çавăн пекех патшалăх укçа ытларах уйăрнипе фермер ĕçне пуçăнма шухăшланă 20 çын, çемье ферми уçас ĕмĕтлĕ 5-6 çемье хăйсен тĕллевĕсене пурнăçлĕç.

Ял хуçалăх предприятийĕсен ертỹçисем ăратлă выльăх туяннăшăн, мелиораципе ĕçленĕшĕн паракан субсидисем пирки те кăсăкланчĕç, çĕр ыйтăвне те хускатрĕç. Ял хуçалăх министрĕ пурне те тулли хурав пачĕ. Кайран С. Павлов Анат Туçари "Звезда" ял хуçалăх предприятийĕнче, "Корма" агрофирмăра, "Батыревский" пĕрлешỹре пулчĕ, сухан вăрлăхĕ, çĕр улми çитĕнекен хирсемпе паллашрĕ.

Районта пурăнакан кашни çемье тенĕ пекех уйрăм хушма хуçалăха аталантармалли çăмăллатнă кредитпа усă курнă. Пурĕ 14 пин кредит, 3 млрд тенкĕлĕх панă. 2014 çулта çеç 190ăн 47 млн тенкĕлĕх илнĕ. Ял хуçалăх таварĕ туса илекен предприятисене патшалăх 93 млн тенкĕлĕх пулăшу панă, вăл шутран федераци бюджетĕнчен _ 71,5 млн тенке яхăн, республикăран _ 22 млн тенке яхăн.

Ял хуçалăхне аталантарма _ патшалăх пулăшăвĕ

Агропромышленность комплексне аталантарма Чăваш Республикине, хушса панисемпе пĕрле, 2,69 млрд тенкĕ тивĕçнĕ (çакă 2014 çултинчен 111 процент ытларах), вăл шутран федераци бюджетĕнчен _ 1,89 млрд (117 процент), республикăран _ 807,2 млн тенкĕ. Июнĕн 15-мĕшĕ тĕлне республикăри ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене субсиди 1068,4 млн тенкĕ куçарнă, унтан федерацинчен _ 787,9 млн тенкĕ, республикăран _ 280,5 млн тенкĕ.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика