20 июня 2015 г.
Историне аса илес пулсан çакна палăртса хăвармалла. Республика кунне Чăваш автономи облаçĕ 75 çул тултарнă ятпа, 1995 çулта пуçарнă, 2000 çултанпа вара вăл саккунпа килĕшỹллĕн патшалăх праçникĕ шутланать. Çавăнтанпах пирĕн чăваш çĕршывĕн уявне районсенче çурхи ака-суха ĕçĕсене пĕтĕмлетсе Акатуй-Сабантуйсенче савăннă хыççăн тĕп хуламăрти лапама çеç мар, районсенчен пĕрне те (условипе килĕшỹллĕн кăçал конкурсра Канаш районĕ выляса илнĕ) пуçтарăнаççĕ. Сăмах май каласан, пирĕн Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те пилĕк çул каялла республика кунĕн площадкинче хамăр район халăхĕ çеç мар, тавра район ĕçченĕсем те уяв савăнăçне пĕрле пайларĕç. Чăваш Енĕн кăçалхи аслă уявĕ Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине çеç мар, Раççейри Литература, Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкне халалланăран, пур енĕпе те тулли те пуян программăпа иртĕ. Республика çитĕнĕвне, савăнăçне хамăр халăхăмăрпа пĕрле пайлама яланхиллех аякри хăнасем те чылай пуçтарăнĕç. Алă ăстисен çеç мар, сăмах ăстисемпе культура ĕçченĕсен те хăйсен пултарулăхне халăх умне кăлармалли чи меллĕ самант темелле. Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Патăрьел районĕн уйрăм хастарĕсем, фольклор ушкăнĕсемпе спортсменсем çулсеренех Республика кунне хастар хутшăнаççĕ. Патшалăх уявĕнче кăмăлтан савăнма кăçал та сăлтавĕ çук мар. Çакă район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов темиçе кун каялла çеç "Хĕвеллĕ" уçланкăра кĕрленĕ Акатуйра тунă докладра та курăнчĕ.
Республика кунĕ умĕн çанă тавăрса тăрăшнă ĕçсем, ỹсĕмсем, çитĕнỹсем районта сахал мар: мĕн пурĕ 22 пин гектарта çурхи ака-суха ĕçне ăнăçлă пурнăçласа çĕр-аннемĕр ытамне шанса панă, экономикăри йывăрлăхсене пăхмасăр ял хуçалăх отраслĕнче çĕнĕ фермăсем, пахча çимĕç управĕсем тăвасси, хăтлă çуртсем çĕклесси, çĕнĕ фельдшер пункчĕсем хута ярасси, вĕрентỹпе сывлăх сыхлав, культура сферинче ĕçлекенсен условине лайăхлатасси ăнăçлă пулса пырать тата ытти те. Федераци тата республика программисене пурнăçа кĕртни те район ĕçченĕсен малашлăхĕпех çыхăннă. Урăхла каласан, Юхма Ен _ Чăваш Енĕн пĕр пепкийĕ. Вăл паян шанчăклă аталанать.
Республика кунне пирĕн районтан хутшăнакан коллективсем:
1. Районти юрăпа ташă коллективĕ (42 çын, ертỹçи А. Шакин).
2. Первомайскинчи "Шуçăм" халăх фольклор ансамблĕ (ертỹçи В. Фролов).
3. Шăхачри ирçесен "Умарина" халăх фольклор ансамблĕ (ертỹçи Н. Стефейкин).
4. Аслă Чементи "Чемен" ансамбль (ертỹçи А. Гаврилов).
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)