20 июня 2015 г.
Июнĕн 16-мĕшĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн ларăвĕ иртнĕ.
Ларăва район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М. Петров ертсе пынă, унăн ĕçне район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, ял тăрăх депутачĕсем хутшăннă.
Федерацин 2002 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕн гражданĕсен суйлав прависен тата референдум йышăнмалли правин тĕп гарантийĕсем çинчен" йышăннă 76-ФЗ номерлĕ саккунăн 10 статйипе, 2003 çулхи ноябрĕн 25-мĕшĕнче "Чăваш Республикинчи вырăнти самоуправлени органĕн суйлавĕ çинчен" йышăннă саккунпа тата Патăрьел районĕн Уставĕн 22 стайипе килĕшỹллĕн районти депутатсен Пухăвĕ çапла йышăннă:
1. Районти депутатсен Пухăвĕн улттăмĕш созыври депутатне суйламалли куна 2015 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче ирттерме палăртас.
2. Асăннă йышăнăва Патăрьелĕнчи суйлав комиссине тăратас.
Район пуçлăхĕ М. Петров.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Йышăнăвĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне палăртасси çинчен Федерацин 2002 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕн гражданĕсен суйлав прависен тата референдума хутшăнмалли правин тĕп гарантийĕсем çинчен" йышăннă 67-ФЗ № саккунĕн 10 статйипе, Чăваш Республикин Конституцийĕн 80 статйипе тата Чăваш Республикин "Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен" йышăннă саккунĕн 12 статйипе килĕшỹллĕн Чăваш Республикин Паташалăх Канашĕ çапла йышăнать:
1. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне 2015 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче ирттерме палăртас.
2. Çак йышăну ăна официаллă майпа пичетлесе кăларнă кунран вăя кĕрет. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Ю. Попов. Шупашкар, 2015, июнь 11, 878 №.
Территорири суйлав комиссийĕн ĕç вăхăчĕ
Вырăнти хăйтытăмлăх органĕн суйлавне депутатсен кандидатурисене тăратнă тата вĕсене регистрациленĕ вăхăтра Патăрьел территори суйлав комиссийĕ çак графикпа ĕçлет: тунтикунпа эрнекунччен 8 _ 17 сехетчен, тăхтав - 12 _13 сехетчен; шăматкун _ 9 _ 13 сехетчен, вырсарникун _ канмалли кун.
Комисси çак адреспа вырнаçнă: Патăрьел ялĕ, Ленин проспекчĕ, 5 çурт, 28-мĕш пỹлĕм.
Телефон: 8 (83532) 6-26-04
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)