АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей шайĕнче палăрнă

20 июня 2015 г.

 Паян хĕрарăм алла илмен професси çук та пулĕ. Ăçта вăй хурсан та çитĕнỹсем тума та, кил-хуçалăха тытса пыма та ĕлкĕрет вăл. Этемлĕхĕн черчен пайĕн пултарулăхне çĕршыв шайĕнче кăтартас, чи пултаруллисене палăртас тĕллевпе нумай пулмасть Чулхулара "Лидер. XXI век" конкурс иртнĕ. Унта Раççейри 23 регионтан 56 ертỹçĕ-хĕрарăм хутшăннă. Шăпах вĕсем хушшинче патшалăхăн "Поддержка" страхлакан компанин Патăрьелĕнчи уйрăмĕн директорĕ М. Ялукова та пулнă. Вăл унтан дипломпа тата медальпе таврăннă. Конкурс пирки тĕплĕнрех Мария Васильевнăран хă йĕнчен ыйтса пĕлес терĕмĕр.

_ Пĕтĕм Раççейри "Лидер. XXI век" конкурс тăваттăмĕш хут виçĕ номинаципе _ "Заслуженный директор Российской Федерации", "Женщина _ Лидер. XXI век", "Молодой директор Российской Федерации" _ иртрĕ. "Поддержка" компанирен эпир пиллĕкĕн тата виççĕн ытти сферăран пынисем "Женщина _ Лидер. XXI век" номинацире хутшăнтăмăр. Пĕрле кайнисенчен пĕр эпĕ çеç дипломпа пĕрле медаль илме тивĕçрĕм. Ыттисене диплом çеç пачĕç. Чулхулара иртнĕ кунсем, Рукавишниковсен кил-çурчĕпе паллаштарни, унта медальпе чыслани нумайлăха асра юлĕç. Тавракурăма анлăлатма, ыттисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма та майсем пулчĕç.

_ Мария Васильевна, çак конкурса кашни хĕрарăм-ертỹçĕ хутшăнаять-и?

_ Компани мана çак конкурса ĕçри çитĕнỹсемшĕн ячĕ. Патшалăхăн "Поддержка" компанийĕн Патăрьелĕнчи уйрăмне 2009 çултанпа ертсе пыратăп. Малтан компани ял хуçалăх предприятийĕсемпе кăна ĕçлетчĕ, вăй хураканнисем те иккĕн кăначчĕ. Кăшт вăхăт иртсенех уйрăм çынсен пурлăхĕсене те страхлама пуçларăмăр. Районта пирĕн пирки пĕлме пуçларĕç, кăтартусем палăрмаллах лайăхланчĕç. Республикăра та çулленех малти вырăнсене тухма, дипломсем илме пуçларăмăр. Паян пирĕн йыш та пысăк _ 40 çынна яхăн тăрăшатпăр. Кашнийĕ хăйне шаннă тивĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать, çавăнпах ĕнтĕ çитĕнỹсем те пулаççĕ. Чулхуларан илсе килнĕ дипломпа медаль пĕрле килĕштерсе ĕçленин кăтартăвĕ тесе хаклас килет.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика